Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхене хисеплесе

24 апреля 2010 г.

Тăван чĕлхене хисеплесе Çĕнĕ Пăвари "Илемпи"ача-пăча садĕнче "Чăваш чĕлхи" эрни иртрĕ. Тăван чĕлхене халалласа ирттернĕ ĕçсене пурте _ ачасемпе воспитательсем те, ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăнчĕç. "Чăваш пукани" конкурсра ачасемпе амăшĕсем пысăк тавра курăмлă пулни палăрчĕ. Лизăпа Татьяна Анатольевна Васильевасем, Зинонпа Наталья Владимировна Семеновсем, Миланăпа Валентина Владимировна Емельяновасем, Марийăпа Елена Алексеевна Никоновасем, Кристинăпа Алина Геннадьевна Васильевасем, Никитăпа Кристина, Надежда Владимировна Ивановсем, аслă ушкăнри воспитательсем О.Круглова, М.Алексеева туса хатĕрленĕ пуканесене пăхса ытармалла мар, пĕринчен тепри хитререх. Хăйсем те пуканесем пекех илĕртỹллĕ. Чăваш тумĕсем тăхăннă аслă ушкăнри шăпăрлансемпе ача садĕнче ĕçлекенсем пĕчĕк концерт лартрĕç, хăйсем чăннипех те пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи маттуррисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика