24 апреля 2010 г.
Чăваш Енĕн ака уйăхĕнчи культура пурнăçне илем кỹрекенсенчен пĕри _ наци кĕнекин регион шайĕнче иртекен "Кĕнеке урлă _ халăхсен килĕшĕвĕ патне" фестивалĕ. Кăçалхипе саккăрмĕш хут ирттерекенскере Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă. Уяв йĕркелỹçисем _ ЧР Культура министерстви, ЧР Наци библиотеки. Елчĕкри тĕп библиотека та фестивале тулли кăмăлпа хутшăнать. "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке" конкурса хутшăнса Елчĕксем 2008 çулта палăрнă авторсен кĕнекисене йышлăн вуласа тухрĕç. Чи лайăх авторсене тупса палăртас тĕллевпе тĕп библиотекăра конкурс йĕркеленĕ. Районти кĕнеке тусĕсем чи лайăх произведенисене палăртса ĕçлĕ комиссие пĕлтернĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарма библиотекăра тĕрлĕрен выставкăсем йĕркеленĕ. "Кĕнекеллĕ çуркунне _ 2008", "Литературăллă Чăваш Ен", "Чăваш Енри 2008 çулхи çĕнĕ кĕнекесем" тата ытти выставкăсемпе вулакансем интересленсе паллашнă. Районти библиотекарьсем вулакансен формулярĕсене тĕплĕн тишкернĕ, ыйтса пĕлнĕ хыççăн çакă палăрнă. Районта "Чăвашла вулакан кĕнеке" номинацире В.Шемекеевăн "Тăварлă-çке кĕвĕçỹ куççулĕ" романĕ çĕнтернĕ. Ăна çĕршер çын вуланă, пурте роман килĕшнине пĕлтернĕ. "Вырăсла вуланакан кĕнеке" номинацире Юхма Мишшин "Лесная книга: повести и рассказы" кĕнеки. "Ача-пăча вулакан кĕнеке" номинацире "Ача-пăча пьесисем: 5-7-мĕш классем валли" сентре çинче ахаль выртманни тỹрех сисĕнчĕ. С.Гордееван "Верить в чудеса _ Тĕлĕнтермĕш тĕнчи" кĕнекене те ачасем хапăл туса йышăнчĕç. Вăл "Вырăсла вулакан ача кĕнеки" номинацире мала тухрĕ. Чи çамрăк авторсенчен Д.Матвейчукăн "Солнечный зайчик" кăмăла кайнине палăртрĕç вулакансем. Кĕнеке вулакансене тишкернĕ май библиотекăсем йĕркелекен чи интереслĕ те кăсăклă мероприятисене пăхса тухасси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Патреккелти библиотека заведующийĕ Т.Захарова йĕркеленĕ "Пирĕн кинсем начар мар" конкурс питĕ интереслĕ мероприяти пулнине палăртма кăмăллă. Конкурссем йĕркелеме маçтăр районти библиотекарьсем. Вулакансене библиотекăна йыхравласси, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшасси _ пирĕн тĕп тивĕç. Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕн заведующийĕ Л.Иванова вара ку енĕпе чăннипех те пуçаруллă. Вăл "Конкурс йĕркелекен чи лайăх библиотека" номинацире палăрчĕ. Пĕр вăхăт халăх библиотекăна сахал çỹреме пуçлани сисĕнетчĕ. Халĕ вара ял çыннисем каллех кĕнеке патне туртăнма пуçларĕç. Савăнтарать çакă. Темле пулсан та çын кĕнеке вуламасăр пурăнаймасть. Юлашки вăхăтра çĕнĕ кĕнекесем района сахал мар килеççĕ. "Чи нумай вулакан" номинацире Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Воронова çĕнтерчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Вера Николаевна республикăри конкурсра та çĕнтернĕ. Курнавăш ял библиотекин заведующийĕ Р.Горшкова конкурса тăратнă ĕçĕ республикăра чи курăмли пулса тăнă.