Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Иртнĕ кунсене аса илсе"

24 апреля 2010 г.

 Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа библиотекăсем хушшинче республика шайĕнче "Иртнĕ кунсене аса илсе" конкурс 5 номинаципе иртнĕ. Конкурса пирĕн районти вулавăшсем активлă хутшăннă. Жюри членĕсем пурĕ 18 ĕç пăхса тухнă. "Çĕнтерỹ уявĕ _ вулавăшра" номинацире Таяпа Энтри тата Патреккел ялĕсенчи библиотекăсем, "Документсем каласа параççĕ" номинацинче _ Кĕçĕн Таяпапа Çĕнĕ Пăва, "Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи колхозлă ял" номинацинче _ Аслă Таяпа, "Çав çулсене манмашкăн пирĕн юрамасть" номинацинче Курнавăш ялĕсенче вырнаçнă вулавăшсем, "Вăрçă çулĕпе" номинацинче Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени секторĕ палăрнă. Ĕçсене пурне те Чăваш Республикин наци библиотекине ярса панă. Çак кунсенче конкурса пĕтĕмлетнĕ. Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕ республика шайĕнче çĕнтернĕ, çавна май вулавăша дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика