24 апреля 2010 г.
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти профсоюз активĕн семинар канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта Чăвашрессовпроф председателĕ А.Коршунов, председатель çумĕсем Г.Германовăпа В.Ильин, пай заведующийĕ С.Максимов, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленин начальникĕ З.Яковлева, райадминистрацин управлени ĕçĕсен ертỹçи Е.Михайлова хутшăннă, нормативлă право акчĕсенчи улшăнусем, РФ тата Чăваш законодательствипе килĕшỹллĕн коллективлă килĕшỹ тумаллине, ĕçе сыхлас енĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă, профсоюз активне хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă.