24 апреля 2010 г.
Юн кун республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Çак кун района Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн руководителĕн çумĕ О.Никина килнĕ. С.Петрова малтанах Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача садĕнче пулнă, унти пурлăхпа техника базипе интересленнĕ, кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вара учительсемпе ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ. Унта министр çумĕ информаци кунĕн тĕп темисене _ Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне халалласа ирттерекен мероприятисем, Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнĕ, тăван тавралăха тирпей-илем кỹрес енĕпе йĕркелекен "Йывăç кунĕ" пирки чарăнса тăнă. Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин ял тăрăхĕнче "Йывăç кунне" ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Учительсем вĕрентỹ, воспитани ыйтăвĕсене те хускатнă. Светлана Владимировна вĕрентỹ системинчи çĕнĕ стандартсем, учительсен аттестацийĕ, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем, профильлĕ вĕрентỹ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.