24 апреля 2010 г.
Ĕнер "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма тухнă. Çак яваплă ĕçе пурнăçлама Валерий Сергеевпа Михаил Петров механизаторсене шаннă. Вĕсем пирки хуçалăх ертỹçи Юрий Мясников кăмăллăн çапла каласа кăтартрĕ: "Хăйсен ĕçне юратса, тĕплĕн пурнăçлама пĕлекен çынсем. Вĕсен аллинче пулсан техника та чăхăмламасть, ĕç кал-кал, ăнса пырать". Ырă, ăшă сăмах хавхалантарать, тата тăрăшуллăрах, тимлĕрех пулма хистет. Иртнĕ çулхи пекех, тĕш тырă культурисене 545 гектар акса хăварма палăртнă. Пĕтĕм лаптăкри ĕçе яланхи пекех технологи йĕрне пăхăнса пурнăçлаççĕ. Çак йĕркене пăхăнни уй-хирти малашнехи агротехника мероприятийĕсене пурнăçланă чухне пысăк витĕм кỹрет. Механизаторсем те çакăн пек йĕркепе ĕçлеме тахçанах хăнăхнă. Николай Енедеров тĕп инженер ертсе пынипе акана хутшăнакан ял хуçалăх техникине малтанах тĕплĕн юсаса хатĕррисен ретне лартнă. Вĕсене пурне те палăртнă графикран кая юлмасăр техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи Анатолий Соловьев "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕ хальхинче те районта пуринчен малтан пĕтĕм техникăна тĕрĕслев витĕр кăларнине çирĕплетет. Пусă çаврăнăшне агротехника хушнă пек йĕркелесе пырасси çине те çак çулсем тăршшĕпех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта нумай çул ỹсекен курăксем акăнакан пĕтĕм лаптăкăн 40 процентне йышăнаççĕ. Кивелнĕ анасене пăсса кăçал тата 200 гектар нумай çул ỹсекен курăк акса хăвараççĕ. Çак тĕллевпе костер тата люцерна вăрлăхĕсене пурĕ 3 тонна туяннă. Валерий Иванов, Сергей Баймушкин, Михаил Александров, Вячеслав Филатов механизаторсем, акма вăрлăх турттаракан Олег Кириллов, Василий Егоров, Сергей Афанасьев водительсем, вăрлăх им-çамлама хутшăнакан Галина Баймушкина, Любовь Иванова, Аркадий Краснов слесарь çирĕплетнĕ ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимлеççĕ.. Сăн ỹкерчĕкре: Валерий Сергеев тата Михаил Петров механизаторсем.