Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирлĕ пек йĕркелер

21 апреля 2010 г.

 Раççей Ĕç Кодексĕнче, ĕç сыхлавĕн саккунĕсенче юлашки вăхăтра тĕрлĕрен улшăнусем сахал мар пулчĕç. Ĕç сыхлавĕн ĕçĕсене тишкернĕ май çакна палăртатпăр: 2009 çулта ĕç вырăнĕсенче пурĕ 6 инкек пулнă, 6 çын сусăрланнă. Йывăр инкексем "Чăвашьенкрахмал" предприятире тата "Комбайн" ЯХПКра пулнă. Çăмăлрах инкексем Ленин ячĕллĕ хуçалăхра, "Труд" ЯХПКра пулнă. Инкеке лекнисенчен 3-шĕ _ хĕрарăмсем. Ĕçлекен 1000 çын пуçне шутласан 1,7 инкек тухать. Пĕр инкеке пула вăтамран 75 кун ĕç кунĕ çухалнă. 2008 çулта пирĕн районта 1 инкек пулнă, 24 кун ĕç кунĕ çухалнă. Инкексен сăлтавĕсем: ĕç вырăнĕнче ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнманни е ĕç дисциплинине пăсни тата ỹсĕр пулни, ял хуçалăх техники юсавсăр пулни, ĕçлеме кирлĕ условисем туса паманни, ертỹçĕсемпе специалистсем ĕç сыхлавĕн йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕслесе тăманни, çынсем инкек сиксе тухсан пĕр-пĕрне медицина пулăшăвĕ пама пĕлменни тата ытти те. Професси чирĕсенчен сыхланасси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Професси чирĕсемпе ытларах трактористсем, водительсем, ферма ĕçченĕсем чирлеççĕ. 2009 çулта санитарипе гигиена нормисене тивĕçтермен ĕç вырăнĕсенче 246 çын ĕçленĕ. Çав шутран 159-шĕ _ ял хуçалăхĕнче, 54-шĕ _ промышленноçра, 33-шĕ _ тĕрлĕ отрасльсенче. 2006 çулта пĕрремĕш хут професси чирĕпе инвалида тухнисем _ 4, 2007 çулта 2 çын пулнă, 2008-2009 çулсенче никам та пулман. Професси чирĕпе чирлисем "Труд" ЯХПКра 16 çын, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра _ 13, "Знамя" ЯХПКра _ 10, унчченхи "Заря" коллективлă предприятире _ 8, К.Маркс, "Нива", "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕсенче 6 çын шутланать. Ĕç условийĕсене лайăхлатасси çинчен ертỹ-çĕсен шухăшламалла, ĕç вырăнĕсене аттестацилеме укçа-тенкĕ шеллемелле мар. 2009 çулта ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама районĕпе 3 миллион та 648 пин тенкĕ, ĕçлекен пĕр çын пуçне 1179 тенкĕ тăкакланă. "Комбайн" ЯХПКра 600 пин тенкĕ, пĕр çын пуçне 5128 тенкĕ, "Прогресс" ЗАОра 780 пин тенкĕ, пĕр çын пуçне 3120 тенкĕ укçа тăкакланă. Çав вăхăтрах районти тĕп больницăра, "Победа" ОООра ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама укçа-тенке ячĕшĕн тенĕ пек анчах уйăрнă. Саккунпа килĕшỹллĕн, 50 е ытларах çын ĕçлекен организацисенче ĕç сыхлавĕн ĕçĕсене ятарласа çирĕплетнĕ çын туса пымалла. Хальхи вăхăтра Ленин ячĕллĕ, "Марс", "Знамя", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче ятарласа çирĕплетнĕ специалистсем çук, çавна май вĕсенче ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе ĕçсем те кирлĕ шайра пулса пымаççĕ. Ленин ячĕллĕ, "Урожай", "Арланово", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрлешỹллĕ килĕшỹсен вăхăчĕсем те тухнă. Çĕнĕрен хатĕрленĕ килĕшỹсене пухусенче пăхса тухса çирĕплетмелле, вăхăтра регистрацилемелле. Ĕçлекенсене вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, вĕсене кирлĕ ĕç тумтирĕсемпе тата сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Районта ĕç сыхлавĕн докуменчĕсене йĕркелесе пырасси те кирлĕ шайра мар. Уйрăмах инструкцисене çĕнĕ йĕркепе туса хатĕрлесси, инструктаж ирттернĕ журналсене йĕркелесе пырасси, инструктажа вăхăтра ирттерсе алă пустарасси çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрмалла. Нумай организацире ĕç сыхлавĕн инструкцийĕсем кивелнĕ. Вĕсене ĕç сыхлавĕн хальхи требованийĕсемпе килĕшỹллĕн туса çĕнетмелле, ертỹçĕсем алă пусса çирĕплетмелле. Район пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен районта ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртет. Ку тĕлĕшпе районта комисси йĕркеленĕ. Çак тапхăрта районти предприятисемпе организацисенче, уйрăм предпринимательсен предприятисенче ĕçлев ушкăнĕ йĕркелемелле е комисси туса хумалла. Эпир, ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем, хамăр енчен тивĕçлĕ пулăшу-сĕнỹ пама пултаратпăр. Предприятисемпе организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, çитес вăхăтра вырăнсене тухса ĕç коллективĕн членĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеме палăртатпăр. Вырăнти ертỹçĕсен иртнĕ ырă вăхăтсене аса илсе санитарипе йăла тата кану пỹлĕмĕсене уçасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пурте хăйсене шанса панă вырăнта ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене кирлĕ шайра пурнăçласа пырсан, уйăхлăх пысăк активлăхпа иртессе шанатпăр. "Чи лайăх ĕç сыхлавĕн специалисчĕ" конкурса та хутшăнма ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика