21 апреля 2010 г.
Паспорт улăштарма вăхăт çитсе пырать. Çавна май çак ĕçе тума халĕ мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине пĕлес килет. Ют патшалăхра Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документа _ паспорта _ çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, теççĕ. Çакăн çинчен те тĕплĕнрех пĕлес килет. Т.ПЕТРОВА. Вулакан çырăвне хуравлама эпир Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи подразделенийĕн начальникĕнчен, шалти ĕçсен службин капитанĕнчен Татьяна Александровна Казеевăран ыйтрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире: _ Паспортшăн патшалăха тỹлемелли укçана 2010 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ хаксемпе йышăнатпăр. Тỹлеве 2009 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче тухнă 374-ФЗ номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçлатпăр. Пулнă улшăнусем çинчен çакна пĕлтересшĕн: _ Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документшăн Раççей Федерацийĕн тулашĕнче 1000 тенкĕ тỹлемелле; электронлă носительлĕ паспортшăн вара 2500 тенкĕ тỹлемелле. _ Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документшăн Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнакан, 14 çул тултарман гражданинăн тỹлевĕ 300 тенкĕ пулать, çав çыннăнах электронлă носительлĕ паспортшăн вара 1200 тенкĕ тỹлемелле. Иккĕмĕш ыйту çине хуравлатăп: _ Чăнах та, 2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ паспорт вăя кĕчĕ. Ăна ют çĕршывсене час-часах çỹрекенсем илме пултараççĕ. Паспортра электронлă носитель пур, çавăнпа ăна 10 çуллăха параççĕ. "Кивĕ" йышши паспортсем те вăйрах юлаççĕ, вĕсене те илме пулать. Анчах çак паспорт вăйĕ 5 çултан вĕçленет, ăна çав вăхăт вĕçленсен улăштарма тивет. "Кивĕ" йышши паспорта илме ыйтса çырнă заявление Федераци миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти подразделенине çитермелле. Унăн адресĕ: Елчĕк ялĕ, Пушкин пăралукĕ, 6-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-56-54. Çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспортне илме вара Канаш хулине çак адреспа заявлени памалла: Ленин проспекчĕ, 12-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-19-55.