21 апреля 2010 г.
Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ "Театр тĕнчинче" фестивале пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха? Талантсăр ача çук, тейĕттĕм чи малтанах. Елчĕксен "Тимĕр ешчĕк" спектакльне куракансем лăпкăн пăхса лараймарĕç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă пьеса иртнĕ вăрçа сăнласа парать. Ачасем те, аслисем те хумханса выляççĕ рольсене. Николай Краснов, Вера Панкратова, Елена Уркина, Владимир Кушманов сцена ăстисене районĕпех пĕлеççĕ. Çак спектакльти ачасене вара палăртмасăр иртес килместех. Семен Портнова чăн-чăн артист тесех калас килет. Хăйĕн рольне вăл питĕ ĕненмелле вылять. "Чи лайăх çамрăк актер" ята тивĕçрĕ улттăмĕш класра вĕренекен. Çавăн пекех Полина Кириллова, Таня Ишмуратова, Даша Малькова, Настя Петрова, Катя Пупина, Роман Шурбин сăнарсене витĕмлĕн уçса пачĕç. Тăрăмри культура çурчĕ çумĕнчи театр студине çỹрекенсем пирки те ырă сăмах каламалла. Вĕсем "Пурăнать салтак" спектакль лартрĕç. Пьеса авторĕ хамăр ентеш, район хаçачĕн çывăх тусĕ Александр Сорокин. Александр Васильевич "Чи лайăх драматург" ята тивĕçрĕ. Спектакльсене сцена çине кăларма пулăшнă Сергей Баранов сасă операторĕ те ăшă сăмахсене тивĕçлĕ.