Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Талантсем шыратпăр

21 апреля 2010 г.

 Курнавăшри информаципе культура центрĕпе Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул йĕркелекен "Алло, эпир талантсем шыратпăр" конкурс ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Эстрада юррисене шăрантарма юратакан пур çынна та йыхравлать вăл. Хальхинче те конкурс çичĕ çултан пуçласа 18 çула çитнĕ юрă ăстисене пухрĕ. Юрăçсем виçĕ номинацинче тупăшрĕç: 7-10, 11-14 тата 15-18 çулсенчисем. Уйрăмах кĕçĕннисем юрлама юратаççĕ. Вĕсем конкурса 11-ĕн хутшăннă. Юрăçсем хушшинче арçын ачасем пулни пушшех савăнтарчĕ. Иртнĕ çулсенче вĕсен йышĕ питĕ сахалччĕ. Информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Хавхалану" студине çỹрекен шкул ачисем юрлас ăсталăха çулсерен ỹстерни куç кĕрет. О.Шмелева методист кашни конкурсантпа тăтăшах репетицисем туни кăлăхах мар, куракансем кашни артиста тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Пуçласа сцена çине тухса эстрада юррисем шăрантаракансене курса ларма кăмăллă пулчĕ. Кунтах Шуберт произведенийĕсене синтезатор çинче янăратрĕç, гитарăсемпе те вылярĕç. Çĕнтерỹçĕсене палăртма та çăмăл пулмарĕ жюри членĕсене. Аня Смирнова (4 кл.), Евдокия Егорова (6 кл.), Валя Светопольская, Света Смирнова (9, 8 кл.) конкурсра мала тухрĕç. Хĕр ачасем виççĕшĕ те Елчĕкри искусство шкулĕнче пултарулăхне ỹстереççĕ. Призерсен йышне М.Мешкова, Д.Козлов, Л.Мартышкина, М.Маркова, Е.Микихина, И.Светопольская, С.Мартышкин, В.Маркова, Т.Курчина, Ю.Каргина кĕчĕç. Конкурса информаципе культура центрĕн директорĕ П.Смирнов, шкул директорĕн çумĕ Э.Смирнова пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерỹçĕсене районти конкурсра ăнăçу сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика