21 апреля 2010 г.
Пирĕн ялти чăвашсен салтака ăсатмалли йăла-йĕрки эпĕ астăвасса çапларах пулса пынă. Пĕр-пĕр çамрăкăн салтака кайма ят тухнă пулсан, ку хыпар часах пĕтĕм яла сарăлнă. Чи малтанах ялти хĕрсем салтак ачи валли тутăрсем пуçтарса панă. Кашни хĕр ача пĕрер тутăр та пулсан пама тăрăшнă. Тутăрсен хисепĕ тĕрлĕ ачан тĕрлĕрен пулма пултарнă. Çав тутăрсен хисепĕ тăрăх çар ретне тăракан каччăн ял çинчи хисепне те палăртма пулнă. Тутăр нумай пулсан, вĕсене уйăрса икĕ çыхă тунă. Сахалтарах пулсан _ пĕрре. Тутăрсене салтака каякан йĕкĕт юрланă е ташланă чухне икĕ алăпа тытса сулланă, е мăйран çакса янă. Çавăнпа та салтак ачине тутăр тăрăх уйăрса илнĕ. Салтака кайма ят тухнă хыççăнах ăна тăванĕсем, кỹрши-аршисем, юлташĕсем хăйсем патне хăнана чĕннĕ. Малтанах çамрăксем салтака каякан каччăн килĕнче пуçтарăннă. Сĕтел хушшине ларса кăштах сăра-эрехпе сăйланнă, апат çинĕ хыççăн ура çине тăрса, купăс каласа салтак юрри юрлама пуçланă. Çар ретне тăракана Турă кĕтессине лартнă. Салтак юррин кашни йĕркине икшер хут шăрантарнă. Тĕп килте çапларах сăмахсем каласа юрланă: Пĕчĕкçеççĕ çырманăн, ай, пуçĕнче, Çырла çеçки нумай та çĕр сахал. Аттепеле анненĕн, ай, килĕнче, Ырлăхĕсем нумай та кун сахал. Атте лаша кỹлме те, ай, пуçласан, Хура пĕкĕ ăçта-ши тейĕн-ха? Атте ĕçне ĕçлеме, ай, пуçласан, Савнă ывăлăм, ăçта-ши тейĕн-ха? Ма пĕçертĕн, аннеçĕм, ай, вир пăттине, Самай сар çу кĕтнĕ те вăхăтра. Ма çуратрăн, аннеçĕм, ай, ывăлна, Самай телей кĕтнĕ те вăхăтра. Унтан çамрăксем урама тухнă. Купăсçă малта, салтак ачисене хирĕç пăхса, юрă пуçласа, юрласа утса пынă. Салтак ачисем ун хыçĕнчен пĕр рете тăрса, çара ăсатакана варрине тăратса икĕ енчен тытса юрласа утнă. Пирĕн ялăн урамĕ аслă урам, Ик аякки ай тĕлĕпе сар чечек. Çав сар чечек хушшинче сарă кайăка, Тытаймарăм вĕçсе те кайиччен. Пирĕн ялăн хĕрĕсем сарă хĕрсем, Илеймерĕм салтака кайиччен. Илеймерĕм салтака, ай, кайиччен, Илĕпĕр-ха салтакран килсессĕн. Аслă çулпа юртать-çке, ай, тур лаша, Сарă хĕвел шевлипе тарласа. Унăн тарне шăлмашкăн, ай, тутри çук, Пирĕн çамрăк ачасен телей çук. Хурамаран пĕкĕ, ай, аваççĕ, Аваççĕ те, ай, типĕтме çакаççĕ. Пирĕн алла повестка, ай, параççĕ, Параççĕ те илсе те каяççĕ. Хура вăрман çийĕнче хура пĕлĕт, Тата мĕскер тăвасси пур-ши-ха? Эпир ĕнтĕ курни, ай, кун чухлĕ, Тата мĕскер курасси пур-ши-ха? Хăнана чĕннĕ тăвансем çывăхрах пурăннă пулсан та тỹрех вĕсем патне кĕмен, кăштах урам тăрăх юрласа çаврăннă. Пĕчĕккисем (пулас салтаксем) салтак ачисенчен кăштах каярах, выляса-кулмасăр, шавламасăр утса пынă. Тăванĕсен е юлташĕсен килне кĕнĕ чухне çапларах юрланă: Парăмах та парăм та, ай, пусмăрсе, Эпирех те, ай, пусмасан кам пустăр, Мĕн авалтан килнĕ те çак çурта, Эпирех те килмесĕр кам килтĕр. Шурта шуркут йăвисем, ай, пит нумай, Çапах чĕкеç йăвине çитес çук. Ялта ырă çынсем те, ай, пит нумай, Çапах хамăр тăвансене çитес çук. Хăнана чĕннĕ тăван салтак ачисене пысăк хапхине уçса кĕтсе илнĕ. Пỹрте илсе кĕрсе сĕтел хушшине лартнă. Сăра-эрехпе, апатпа сăйланă. Салтак ачине: "Самани тăнăç тăтăр, сывлăху пултăр, чипер çаврăнса кил, çак ук-çана каялла илсе кил", _ тесе укçа, хĕресне ашшĕ е хĕресне амăшĕ пулсан "хĕресне ывăлăм, çак кĕпене салтакран килсен тăхăн" тесе кĕпе-тумтир панă. Салтак ачисем сĕтел хушшинче нумаях ларман. "Пирĕн тата каймаллисем нумай-ха", _ тесе сĕтел хушшинчен тухнă, купăс каласа ташланă хыççăн çапла юрласа тухнă: Сăпаççипă чăпарăн, ай, куккукне, Çич çăмарта туса та панăшăн. Сăпаççипă, тăванăм, сăпаççипă, Пире хисеп туса та янăшăн. Хура вăрман витĕр те, ай, тухнă чух, Хура лаша тихине çухатрĕ. Хамăр тăван патĕнчен, ай, тухнă чух, Ик куçăмран куççуль шăпăртатрĕ. Салтака каякан ачасен савнă хĕрĕсем пулнă. Вĕсен килĕ умĕнчен иртнĕ чух çапларах юрланă: Ан кайăр-ха вăрманăн, ай, хыçĕпе, Ан хуçăр-ха йывăçăн туратне. Ан кайăр-ха савнисен, ай, тĕлĕпе, Ан хуçăр-ха савнийĕн кăмăлне. Кăçал кăна çĕлетрĕм эп сар кĕрĕк, Тем савăнса тăхăнса çỹрес пек. Кăçал кăна тус турăм эп сар хĕре, Тем савăнса юратса çỹрес пек. Çỹлтен вĕл-вĕл вĕçсе те, ай, анакан, Йăмран ешĕл çулçи те мар-ши çав? Куç айĕнчен пăхса та, ай, йĕрекен, Манăн савнă тусăм та мар-ши çав? Салтак ачисем çуран кăна мар, лашапа та çỹренĕ. Кỹршĕ яла тăванĕсем патне кайнă чухне лаша урапи çине чĕркуçленсе, йĕри-тавра тăрса (купăс калакан ачана варрине тăратса) пĕр-пĕринчен çирĕп тытса юрласа пынă. Салтака каякан тутăр çыххисене нихăçан та хăйĕнчен уйăрман. Юлашки каçхине тăванĕсем, юлташĕсем, хĕр упраç салтак ачисен килне ăсату каçне пуçтарăннă. Сĕтел хушшине ларса хăналаннă. Пулас салтака службăна тивĕçлĕ пурнăçласа пыма вĕрентсе каланă. Турăпа пĕрле, чипер те сывă çаврăнса килмелле пултăр тенĕ. Нумай чухне ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăлĕн ялта юратнă хĕрĕ пулнине ăсату каçĕнче пĕлнĕ. Ытларах чухне салтак ачи тăван килтен ирхине тухса кайнă. Ăсату саманчĕ тăван килтен пуçланнă. Салтак ачине сăра тултарнă витре е кастрюль çине çаврака çăкăр чĕлли кастарнă. Çăкăр чĕлли сăра çине каснă майĕпе ỹксен ырра мар, тепĕр майĕпе ỹксен ырра тесе шутланă. Çăкăр чĕллине çиппе çыхса маччана çакса хунă, вăл унта салтак ачи çаврăнса киличченех çакăнса тăнă. Тăван килтен тухсан пурте укăлча хапхи еннелле утнă, салтак ачисем юрласа, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, ял-йыш хаçалтан утса пынă. Кайăк хурсем картипе, ай, кайнă чух, Кайри мала тесе те ан калăр. Эпирех те салтака, ай, кайнă чух, Кайччĕр, пĕтчĕр тесе те ан калăр. Ял-йышпа укăлча хапхи умĕнче уйрăлнă. Салтак ачине ăсатма ялĕпе тухнă. Хуçалăх ертỹçи, учительсем, ял халăхĕ салтак ачине укçа панă. "Пире лайăх сыхла, сывлăхпа çаврăнса кил", _ тесе сăмах каланă. Салтак ачине автомашина çине лартса янă хыççăн пĕчĕккисем унăн ятне каласа "çăкăру манса юлчĕ" тесе хыттăн кăшкăрса машина хыççăн чупнă. Юлташĕсем салтак ачине каялла, ял еннелле çаврăнса пăхтарман. Питĕ шел, халĕ çара каякан çамрăксем салтак юрри те юрлама пĕлмеççĕ. Çак ырă йăла манăçа ан тухтăр, çамрăксемшĕн усăллă пултăр тесе çыртăм статьяна.