Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксене кам çĕнтерĕ?

21 апреля 2010 г.

 Çĕнĕ Шупашкарта СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса чăваш кĕрешỹ мелĕпе республикăри уçă ăмăртăва Чăваш Енри, Тутарстанри, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенчи спорт тусĕсем йышлă хутшăнчĕç. Çак турнир кăçалхипе вун пĕрмĕш пулчĕ. Маларах иртнĕ ăмăртусенче Елчĕк районĕнчи кĕрешỹçĕсем пĕр хутчен çеç мар малтисен йышне кĕнĕ. Район командин чысне кăçал Елчĕк, Кушкă, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Яманчỹрел ялĕсенчи çамрăксем хỹтĕлерĕç. Хăйсен виçисенче Эдуард Адюков, Александр Седов, Александр Печков (Аслă Елчĕк), Эдуард Дергунов (Кушкă), Евгений Яковлев (Лаш Таяпа) çĕнтерчĕç. Дмитрий Дергунов (Кушкă), Александр Рахмуллин (Яманчỹрел), Артур Арефьев (Лаш Таяпа) _ иккĕмĕш, Геннадий Обручков, Валерий Майков (Аслă Елчĕк), Алексей Васильев, Павел Васильев (Яманчỹрел) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Республика команди çĕнсе илнĕ кубокра Елчĕксен тỹпи те пысăк. Ăмăрту çĕнтерỹçисене тата призерĕсене медальсем, грамотăсем, парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика