Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăшу вăй-хал хушать

21 апреля 2010 г.

Тупăшу вăй-хал хушать Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ кашни çулах хăйĕн воспитанникне _ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Александр Кедрова асăнса шкул ачисем хушшинче штангистсен ăмăртăвне йĕркелет. Кăçал вăл шăмат кун ДЮСШ çуртĕнче иртрĕ. Çак ăмăрту асăну турнирĕ кăна мар, районти çамрăк штангистсен çулталăк вĕçĕнчи вĕрентỹпе хăнăху тапхăрне пĕтĕмлетни те пулать. Çавăнпа ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, унăн ялсенчи филиалĕсене тренировкăсене çỹрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартса пама тăрăшаççĕ. Эпир йывăр атлетсем чăннипех йывăр, тулли кĕлеткеллĕ çынсем пулнине курма хăнăхнă. Анчах ăмăрту помосчĕ çинче эпир вĕсене курмарăмăр. _ Çакăн пек кирлĕ те, _ тет нумай ачана йывăр атлетикăна явăçтарнă, паллă спортсменсем хатĕрленĕ Н.Молоствов тренер. _ Спорт шкулĕн йывăр атлетика уйрăмне çỹрекенсем пурте штангистсем те пулаймĕç. Чи кирли _ кĕçĕн çулсенче ачасен вăй-халне çирĕплетмелли никĕс хывса хăварасси, спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси, пултаруллисене йывăр спорта явăçтарасси. Хăш та пĕр ашшĕ-амăшĕ йывăр атлетика ачана ỹсме чăрмантарать тесе шутлать. Ку вара пĕртте тĕрĕс мар. Эпир тренировкăсене йывăр атлетика спорчĕн методикине тĕпе хурса йĕркелетпĕр. Халиччен: "Сирĕн патăрта штанга йăтса ỹсеймесĕр юлтăм", _ тенине йывăр атлетика уйрăмне çỹренĕ, халĕ çитĕнсе çитнĕ çынсенчен те, ашшĕ-амăшĕсенчен те илтмен. Пачах урăхла, спорт шкулне çỹресе ỹснĕ чылай çынран: "Сывлăх тĕлĕшĕнчен сирĕн патăрта çирĕпленсе вăй-халлă пултăм", _ тесе калани пайтах. Чăнах та, шкулти занятисем хыççăн Андреев урамĕнче вырнаçнă спорт шкулне тĕрлĕ çулсенчи ача-пăча пуçтарăнать. Çывăхри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан ача-пăча спорт вăййисем выляма та çỹрет кунта. Кашнине хапăл тренерсем. А.Кедров та спорт шкулне кĕçĕн классенче вĕреннĕ çулсенчех тĕрлĕ вăйăсем выляма пынă. Каярахпа йывăр атлетикăпа туслашнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ çамрăксем, çитĕннисем хушшинче республика чемпионĕ пулнă. Хальхи ăмăртăва 32 килограмран йывăртарах ачасене явăçтарнă. Кашнийĕ хăйне мĕн вĕрентнине, хăнăхтарнине кăтартса пама тăрăшрĕ. Чи çăмăл виçере Çĕнĕ Пăваран килнĕ Д.Пробкин икĕ енлĕ кĕрешỹре хăйĕнчен йывăртарах штангăна парăнтарчĕ. Унăн юлташĕ А.Крысов, А.Абухаиров (Аслă Пăла Тимеш) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕрлĕ виçесенче çамрăк спортсменсем малти вырăнсене йышăнчĕç: 34 кг. 1. А.Грибов. 2. А.Абрамов (Çĕнĕ Пăва). 38 кг. 1. Э.Миронов (Энтепе). 2. В.Новиков (Курнавăш). 3. М.Щукин (Энтепе). 42 кг. 1. В.Викторов (Елчĕк). 2. П.Аверьянов (Çĕнĕ Пăва). 3. Е.Михайлов (Энтепе). 46 кг. 1. А.Шляпин (Елчĕк). 2. С.Пыркин (Елчĕк). 3. А.Никитин (Аслă Пăла Тимеш). 50 кг. 1. Д.Николаев. 2. А.Иванов (иккĕшĕ те Курнавăш). 3. А.Макаров (Энтепе). 56 кг. 1. А.Патшин. 2. А.Александров (иккĕшĕ те Елчĕк). 3. Д.Кудряшов (Курнавăш). 62 кг. 1. В.Викторов. 2. С.Мольков. 3. Н.Пыркин (виççĕшĕ те Елчĕк). 69 кг. 1. Н.Портнов (Елчĕк). 2. Н.Миронов (Энтепе). 3. И.Федоров (Кивĕ Эйпеç). 77 кг. 1. Н.Васильев (Елчĕк). 2. А.Курчин (Курнавăш). 3. Н.Гаврилов (Энтепе). 77 кг йывăртарах. 1. А.Марков (Энтепе). Командăсен ушкăнĕнче ДЮСШн Елчĕк уйрăмне çỹрекенсем çĕнтерчĕç (тренерĕ А.Убасев). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Курнавăш, Энтепе ялĕсенчи çамрăк штангистсем йышăнчĕç (тренерĕсем Н.Молоствов тата А.Марков). А.Кедрова асăнса ирттернĕ турнира ДЮСШ воспитанникĕ, Елчĕкре çуралса ỹснĕ, халĕ Тутар Республикинчи Альметьевск хулинче врач-онколог пулса ĕçлекен Сергей Карамаликов пысăк пулăшу панă. Вăл çĕнтерỹçĕсем валли кубоксем, ятарлă медальсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех "Справедливая Россия" партин районти уйрăмĕн ертỹçи В.Теплов çĕнтерỹçĕсене парнесемпе тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика