21 апреля 2010 г.
Вырсарни кун Патăрьелĕнче çăмăл атлетика енĕпе çамрăксем хушшинче Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртун пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсен тата Канаш хулин командисем хутшăннă. Пирĕн районти çăмăл атлетсем япăх мар ăмăртнă. 1995-1996 çулсенче çуралнă çамрăксен ушкăнĕнче 100 метра чупассипе С.Кантеев (Аслă Елчĕк) _ виççĕмĕш, 400 метра чупассипе М.Тарасова (Кĕçĕн Таяпа) _ пĕрремĕш, 1000 метра чупассипе О.Николаева (Патреккел) _ пĕрремĕш, М.Скворцова (Кĕçĕн Таяпа) тата С.Константинов (Курнавăш) _ иккĕмĕш, мечĕк ывăтассипе А.Орлова (Патреккел) тата З.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль) _ пĕрремĕш, С.Константинов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. 1993-1994 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче 100 метрлă дистанцие М.Куприянова (Елчĕк) _ виççĕмĕш, 400 метра А.Голубев (Кĕçĕн Таяпа) _ иккĕмĕш, 1000 метра Е.Львова (Лаш Таяпа) _ пĕрремĕш, Н.Николаев (Патреккел) виççĕмĕш вĕçленĕ. Мечĕк ывăтассипе А.Голубев çĕнтернĕ, Н.Петрушкин (Аслă Елчĕк) виççĕмĕш вырăна тухнă. Çапла вара пирĕн командăри 19 участникран 12-шĕ Шупашкарта иртекен финалти вăйăсене каять.