21 апреля 2010 г.
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕкре çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 32-мĕш кросĕ тата СССР космонавт-летчикне асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри 72-мĕш эстафета чупăвăн 1-мĕш тапхăрĕ иртрĕ "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн куçса çỹрекен кубокĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ кашни çулах çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра _ ака уйăхĕнче иртет. Çак ăмăртупа çăмăл атлетсем хăйсен çуллахи спорт сезонне уçаççĕ. Кăçал вăл 32-мĕш хут иртрĕ. Çавна май кăштах иртнине, унăн историне аса илни те пăсмĕ. Район хаçачĕ хăйĕн пирвайхи номерĕсенчен пуçласах районта физкультурăпа спорт аталанăвне, спорт ăмăртăвĕсене çутатма пуçланă. Çак йăла паянхи кунчченех пырать. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи çулсенче темиçе хутчен район хаçачĕн парнисемшĕн ăмăрту та йĕркеленĕ. 1979 çултанпа вăл пĕр çул сиктермесĕр пулса пырать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче шкулсенче вĕренекенсем çеç мар, колхозсенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем те старта йышлăн тухатчĕç. Пасар саманине кĕнĕ тапхăрта çитĕннисен кăмăл-туйăмĕ, физкультурăпа, спортпа туслашасси, ăмăртусене хутшăнасси чакрĕ. Юлашки çулсенче старта ытларах шкул ачисем тухрĕç. Çурхи кроссенче Курнавăшри, Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Кĕçĕн Таяпари, Патреккелти, Хăвăлçырмари, Кивĕ Эйпеçри, Лаш Таяпари тата ытти хăш-пĕр шкулсенче вĕренекенсем тăтăш хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Курнавăш шкулĕ 10 çул пĕр вĕçĕмсĕр куçса çỹрекен кубока хăйĕн аллинчен ямарĕ. Пысăк спорт пĕчĕк спортран пуçланать. Хăй вăхăтĕнче район хаçачĕ йĕркелекен турнирта 2000 çулхи Сиднейри Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев (Лаш Таяпа), çĕршыв чемпионĕ, Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен çĕнтерỹçи Александр Васильев, ытти паллă спортсменсем вăй виçнĕ, мала тухнă. Çитĕннисен ушкăнĕнче 12 команда вăй виçни чылайранпа пулманччĕ-ха. "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн кăçалхи çурхи ăмăртăва 9 ял тăрăхĕ те командăсем тăратнă. Çакă савăнтарать. Кăçалхи ăмăрту ытти çулхисенчен тепĕр енĕпе те уйрăлса тăчĕ. Вăл "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн" çурхи кросс çеç пулмарĕ. Кăçал пуçласа тĕп ушкăнри _ 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем СССР космонавт-летчикне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн те тупăшрĕç. Чи вăйлисем кĕркунне республика хаçачĕн турнирĕнче район чысне хỹтĕлĕç. Çăмăл атлетсен çурхи кросĕнче ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ Н.Миллин, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ А.Соловьев, Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин массăллă информаци хатĕрĕсен тата информаци политикин пайĕн начальникĕ А.Магарин саламларĕç, спортра, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче çитĕнỹсем тума ырă сунчĕç. Ăмăрту пуçланас умĕн Елчĕк районĕпе "Советская Чувашия" хаçат пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлес енĕпе хатĕрленĕ килĕшỹ çине Н.Миллин тата А.Соловьев алă пусрĕç. Çурхи кросс савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Пухăннисене Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем юрăсемпе саламларĕç. Кăçал пирĕн районти вăтам ушкăнри çамрăк хоккеистсем "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирта пысăк çитĕнỹ тунă _ республика чемпионĕсем пулса тăнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин командăна куçса çỹрекен кубок, хоккеистсене медальсем парса чыс турĕ. Чылайăшĕ çак кун çурхи кросс дистанцийĕсенче вăй виçрĕ. Унтан шкулсенчен, ял тăрăхĕсенчен, ял хуçалăх производство предприятийĕсенчен килнĕ спортсменсем старта тухрĕç. 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем ăмăртура чи йышлисем пулчĕç. Пурĕ 145 хĕр ачапа арçын ача 500 тата 1000 метрлă дистанцисене чупрĕç. Хĕр ачасен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăншăн Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчен килнĕ Марина Тарасова тата Алина Егорова кĕрешрĕç. Марина Алинăран 1 çеккунт выляса илчĕ, çурхи кросс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Арçын ачасенчен Тăрăм шкулĕнчи Алексей Егоров чи лайăх результат кăтартрĕ. 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем те йышĕпе кĕçĕннисенчен кая мар. Хăш та пĕр шкулсем пĕр дистанцире ăмăртма 3-4 спортсмен тăратнă. Командăна зачет очкисем пама 2 спортсмен çителĕклĕ. Малашлăха куракан физкультура учителĕсем çакăн пек туса çамрăксен чупас пултарулăхне тĕрĕслеççĕ. Патреккел шкулĕнчи Ольга Николаева, пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ, хальхинче те 1000 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. Тутарстанри Пăва районĕнчи Лашчăпуçĕ пирĕн районпа кỹршĕллĕ вырнаçнă. Ялти шкулта вĕренекенсем "Елчĕк ен" хаçат ирттерекен турнира тăтăшах хутшăнаççĕ. Константин Андреев тата Станислав Григорьев 2000 метрлă дистанцие пĕрремĕш тата виççĕмĕш вĕçлерĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ Сергей Константинов (Курнавăш). Вăтам шкулăн 10-11-мĕш класĕсенче вĕренекен хĕрсем 1500 метра чупрĕç. Чи лайăх вăхăт кăтартаканĕ _ Елчĕк шкулĕнчи Ирина Филиппова. Каччăсен ушкăнĕнче 3000 метра çак шкултах пĕлỹ пухакан Николай Николаев финиша чи малтан çитрĕ. Çитĕннисен ушкăнĕнче "Прогресс" хуçалăхра ветеринарта ĕçлекен Алина Быкова 1000 метра чупса мала тухрĕ. Алина çак ăмăртăва Елчĕкри шкулта вĕреннĕ чухнех хутшăннă, пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Патреккелти Павел Добронравова та кросс ветеранĕ теме пулать. Вăл та шкулта вĕреннĕ вăхăтра мала тухнă, пĕлтĕр те çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Хальхинче те Павел 2000 метра чупса çĕнтерчĕ. Ветерансен чупăвĕ те интереслĕ иртрĕ. 35 тата 40 çултан иртнĕ спорт тусĕсем 500 тата 1000 метрлă дистанцисене ăнăçлă вĕçлерĕç. Арçынсен ушкăнĕнче пĕлтĕр Кĕçĕн Таяпари шкул директорĕ Михаил Скворцов мала тухнăччĕ, Хăвăлçырмари шкулти физкультура учителĕ Андрей Карсаков иккĕмĕш пулнăччĕ. Кăçал вĕсем вырăнĕсемпе улшăнчĕç. Андрей Карсаков хальхинче финиша пĕрремĕш çитрĕ. Командăсен тупăшăвне пĕтĕмлетнĕ май Елчĕк шкулĕ кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, çĕнтерчĕ. Ял тăрăхĕсен чупăвĕнче уйрăм дистанцисенче Елчĕк ял тăрăхĕн тата "Прогресс" ЗАО спортсменĕсем лайăх результатсем кăтартрĕç. Анчах команда енĕпе мала тухаймарĕç. Мĕншĕн тесен команда йышĕнче ветерансем те пулмалла. Çав вăхăтрах Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем уйрăм дистанцисенче питĕ лайăх кăтартусем тăваймарĕç пулин те команда тулли пулни вĕсене çĕнтерме май пачĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ тата призлă вырăнсем йышăннă спортсменсене район хаçачĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕç. Кунсăр пуçне çĕнтерỹçĕсене район хаçатне 2010 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Мала тухнă командăсем куçса çỹрекен кубоксене тата район хаçачĕн парнисене тивĕçрĕç. "Советская Чувашия" хаçат редакцийĕ тĕп ушкăнри çĕнтерỹçĕсем _ 10-11-мĕш классенчи каччăсемпе хĕрсем валли те парнесем хатĕрленĕ. Мала тухакансене республика хаçатне тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Елчĕк шкулĕн команди куçса çỹрекен кубока, уйрăм дистанцисен çĕнтерỹçисем ылтăн, кĕмĕл, пăхăр медальсене тивĕçрĕç. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ çурхи кроса ирттерсе яма пулăшнă Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн коллективне, Елчĕкри тĕп больница, шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн работникĕсене, спонсор пулăшăвĕ панă Пенси фончĕн Елчĕкри управленийĕн начальникне З.Яковлевăна, Л.Григорьев предпринимателе чĕререн тав тăвать. Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕсем.