21 апреля 2010 г.
Эрне кун, ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн Кавал бригадинче нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме тухнă. Яваплă ĕçе пурнăçлама Борис Соловьевпа Олег Елисеев механизаторсене шанса панă. Палăртнă ĕç чăрмавсăр, кал-кал пулса пырать. Пурĕ 700 гектар ытла йышăнакан нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне сỹрелесси ырантан нумаях та тăрса юлмасть. Кĕтме вăхăт та çук. Мĕншĕн тесен хĕвел кашни кун çỹлтен-çỹле хăпарать, çĕр типет. Ун хыççăнах палăртнă пĕтĕм анана минераллă удобренипе апатлантармалла. Ăна кирлĕ таран туяннă, минераллă удобрени акăнакан пĕтĕм лаптăкра кирлĕ таран усă курмалăх çитет. Уй-хир ĕç шавĕпе тулсах пырать, бригадăсенче кĕрхи çĕртме сухи лаптăкĕсенче нỹрĕк тытса хăварассипе те малтанхи кунсенчен тытăнсах тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Ăнăçлăх ĕçе мĕнле йĕркелеме пĕлнинчен нумай килет. Акана кустăрмаллă тата гусеницăллă 20 "хурçă ут" хутшăнать, вĕсем пурте техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ял хуçалăх машинисемпе ĕçлеме механизаторсене малтанах çирĕплетнĕ. Вĕсене акана хутшăнса ĕçлекенсемпе пĕрле 32 сехетлĕх программăпа ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе ятарласа вĕрентнĕ, пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ятарласа çирĕплетнĕ ушкăн тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене им-çамлать, хранилищĕрен çĕр улмие яровизацилеме кăларать. Кунта кивĕ техникăпа ĕçлесе çынсене нушалантармаççĕ, вăхăта та ирттермеççĕ. Техника паркне кашни çул май пур таран пуянлатсах пыраççĕ. Черетлĕ çур акине те МТЗ-82, Т-150, ДТ-75 йышши вĕр çĕнĕ тăватă трактор хутшăнать. Ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх предприятийĕ вĕсене патшалăхран кивçен укçа илмесĕрех туянма пултарать. Çĕнĕ техникăпа усă курни ĕçе тата тухăçлăрах пурнăçлама, унпа пĕрлех, мĕнле ĕçленине кура механизаторсене шалу тỹлессине те кирлĕ шайра йĕркелесе пыма май парать. Çавăнпа ĕнтĕ хуçалăхра ĕç алли яланах çителĕклĕ. Çамрăксем техника патне туртăнни уйрăмах савăнтарать. Олег Елисеева илес пулсан та, мĕн çамрăкранах ашшĕпе _ Станислав Владимировичпа юнашар хуçалăх хирĕнче тĕрлĕ техника çỹретнĕ вăл. Халĕ, акă, уй-хирти ĕçсене пурнăçлама хăй тĕллĕнех хутшăнать. Водителе, механизатора ятарласа вĕреннĕ çамрăк Раççей çарĕнчен службăран таврăннă хыççăн пĕр шутласа тăмасăрах тăван хуçалăхра ĕçлеме кăмăл тунă. Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçипе Гурий Федоровпа тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Олег Карсаковпа пĕрле бригадăсенчи техника паркĕсенче пулса курма тỹр килчĕ. Хирти техникăна чăрмавсăр ĕçлеттерессишĕн яваплă çынсем пурте хăйсен ĕç вырăнĕсенче, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлама хăнăхнă. Çакна та çийĕнчех асăрхарăмăр, техника паркĕсен территорийĕсенче пĕр ытлашши, кирлĕ мар япала выртмасть. Пĕтĕм çĕрте тирпейлĕ. Ялсенчи столовăйсене ĕçлеттерме те санитари йĕркисене тивĕçтермелли шайра йĕркелесе çитернĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ ял хуçалăх культурисен элита вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх шутланать. Çакă вĕсене тата яваплăрах пулма , кăтартуллăрах ĕçлеме хистет. Элита вăрлăхсемпе тивĕçтерекен, вĕсене сутакан хуçалăх нумаях пулмасть пысăк ушкăнпа ПР-2 реподукциллĕ вăрлăхсем кỹрсе килнĕ, тĕллев _ ăна палăртнă лаптăксенче акса тĕрĕслесе пăхасси, туянакансене тивĕçтермелли пахалăхпа сутма хатĕрлесе çитересси. Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх производство кооперативĕнче черетлĕ çур акинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 700 гектар çинче акса хăвармалла. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕ те сахал мар _ 432 гектар. Унсăр пуçне, 170 гектар пĕр çул ỹсекен курăк, 10 гектар пахча çимĕç, 60 гектар куккурус акмалла, 35 гектар çĕр улми лартмалла...