Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕсем пуçланчĕç

21 апреля 2010 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹ-çисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Эрне кун Елчĕкре çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 32-мĕш кросĕ тата СССР космонавт-летчикне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри 72-мĕш чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пулса иртнĕ. Ăмăртăва 350 ытла спортсмен хутшăннă. Тепĕр кунне Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлекенсен IX спартакиадин зонăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Канаш, Елчĕк районĕсен командисем волейбол, сĕтел çи теннис, шашка-шахмат вăййисенче тупăшнă. Унăн итогĕсемпе район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин паллаштарчĕ. Халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай ертỹçи И.Аникина "2009 çулта Елчĕк районĕнчи ĕç сыхлавĕпе условийĕ мĕнле шайра пулни çинчен" доклад туса пачĕ (вăл паянхи хаçатăн 6-мĕш страницинче пичетленет). Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков çурхи уй-хир ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. "Прогресс" ЗАО канашлу кунĕ тĕлне 10 гектар çинчи çĕре минераллă удобренисемпе апатлантарнă. "Комбайн" ЯХПКра нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме тухнă. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче çĕр улмине яровизацилеме кăлараççĕ, тĕш тырă вăрлăхĕсене им-çамлаççĕ. Районĕпе куллен пĕр ĕнерен 15,2 кг сĕт сăваççĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 1,6 кг ытларах. Чи пысăк сăвăм "Сатурн" ЯХПКра _ 21,3 кг, чи пĕчĕкки "Родникра" _ 7,4 кг. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков иртнĕ эрнери оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çак тапхăрта йывăр преступленисене регистрацилемен. Анчах ют пурлăха вăрланин, çемьесенче харкашу пуçарнин, пĕр-пĕрне хĕненин тĕслĕхĕсем ỹснĕ. Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, хуçалăх ертỹçисене çурхи уй-хир ĕçĕсем пынă вăхăтра дежурство йĕркелеме, пурлăха сыхлассине лайăхлатма сĕнчĕ. Федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Н.Поликарпова налуксем пуçтарасси çинче чарăнса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика