Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă вăйĕ виçекенсем ăмăртнă

17 апреля 2010 г.

Шупашкарта алă вăйĕ виçессипе республикăри ăмăрту иртнĕ. Унта 1992 çулхи тата унтан çамрăкрах яшсемпе хĕрсем вăй виçнĕ. Хĕрỹ тупăшура Курнавăш шкулĕнче вĕренекен Денис Григорьев 55 килограма çитичченхи виçере 1-мĕш, Владимир Федотов 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 80 килограма çитичченхи виçере Дмитрий Изратов (Курнавăш) 3-мĕш вырăна тухнă. Хĕр ачасем хушшинче, паха очкосем пухса, 50 килограма çитичченхи виçере Ольга Ярославлева (Кĕçĕн Таяпа) 2-мĕш, 60 килограма çитичченхи виçере Диана Измайлова (Çĕнĕ Пăва), 65 килограма çитичченхи виçере Елизавета Еремеева (Елчĕк шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Денис Григорьев, Владимир Федотов, Ольга Ярославлева асăннă ăмăртура Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. 12 команда хушшинче Патăрьел район команди чи пултарулли пулнă. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем _ 2-мĕш, Шупашкар районĕн команди виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пирĕн район команди тăваттăмĕш вырăна тухма пултарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика