17 апреля 2010 г.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 14-мĕшĕччен район территорийĕнче уйрăм çынсен техникин юсавлăхне тĕрĕслес тĕллевпе "Частник" профилактика операцийĕ иртет. Çак вăхăтра тĕпрен илсен, уйрăм çынсен тракторĕсемпе прицепĕсен юсавлăхĕ мĕнле шайра пулнине тата вĕсем техника ĕç хăрушсăрлăхне, ĕç сыхлавĕн, çул çỹревĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине, техникăпа усă курнă чухне çут çанталăка сиен кỹнине, регистраци тата техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине тĕрĕслеççĕ. Çула тухнă, ĕçленĕ çĕрте уйрăм çыннăн тракторист-машинист удостоверенийĕ, техникăн патшалăх регистрацийĕн докуменчĕсем, техника тĕрĕслевĕн талонĕ, регистраци туни çинчен, налук тỹленине çирĕплетекен квитанцисем яланах хăйпе пĕрле пулмалла.