Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмĕ

14 апреля 2010 г.

Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмĕ Уй-хирти ĕçсене хăш вăхăтра пурнăçлама пикенесси пĕтĕмпех çанталăк условийĕнчен килет. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, районта çур акине ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче тухнă пулсан, кăçал çак ĕç 7-10 кун каярах юлма пултарать тесе палăртаççĕ агрономсем. Мĕншĕн тесен сивĕ хĕл кунĕсене парăнтарма çăмăл мар, çĕрле халĕ те питĕ сивĕ тăрать. Çакăн пек лару-тăрура уй-хир ĕçченĕсен тата тимлĕрех пулмалла: вĕсен ака ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра, чăрмавсăр пурнăçласа хăварма ĕлкĕрмелле. Ĕçри ăнăçлăх вара яваплă тапхăра ирттерме мĕнле хатĕрленнинчен килет. Черетлĕ çур аки умĕн пулса иртнĕ районти семинар-канашлура шăпах çак ыйтусене сỹтсе явнă та. Унăн ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп специалистсем хутшăннă. Семинар-канашлу "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче иртни те ахальтен мар. Уй-хирти ĕçсене пурнăçлассинче çĕнĕ йышши, ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелеме май паракан, энергие перекетлекен техникăпа усă курасси вăй илсе пырать. Ку енĕпе районта Курнавăшри Юрий Цветковăн "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Ют çĕршывра туса кăларнă ял хуçалăх машинисен пĕтĕм комплексĕпе анлăн усă курса юлашки çулсенче кунта тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илеççĕ. Иртнĕ çулхи уяр çанталăк условийĕсене пăхмасăр 177 гектар çинче акса хăварнă тĕш тырă культурисене кашни гектартан 48 центнер (районĕпе илсен те чи пысăк кăтарту), 220 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. 120 гектар çинче пурĕ 7 тĕрлĕ çĕр улми çитĕнтернĕ, элита репродукцири вăрлăхсемпе анчах усă курнă. "Иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерессинче Голланди технологине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. "Гримме" фирмăн çĕр улми туса илессинче усă куракан пĕтĕм комплектне, ют çĕршывра туса кăларнă ытти ял хуçалăх машинисене пурне те çĕршыври паллă фирма _ "Макс" компани урлă туяннă. Темиçе çул каялла фермер машинăсем тăвакан заводăн Курнавăшри филиалĕ пулнă пысăк çурта туянса 3200 тонна çĕр улми вырнаçмалăх хранилище туса хута янă. Хальхи вăхăтра ăна ĕçлеме меллĕ туса хатĕрленĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" унта контейнер мелĕпе кĕртеççĕ тата кăлараççĕ. Çĕр улмие суйласа хĕл каçипех тĕрлĕ çĕре сутаççĕ, çавăнпа кунта ĕçлекенсен пушă вăхăт çукпа пĕрех. Хальхи вăхăтра рабочисем çĕр улми вăрлăхĕ суйланă çĕрте тăрăшаççĕ. Юрий Цветков мĕн тунипе анчах лăпланса ларакан çын мар. Малашне вăл хранилищĕне тата анлăлатма, унтах çĕр улми суйлакан пункт уçма шухăшлать. "Цветковсем" кăçал та иртнĕ çулхинчен кая мар лаптăкра тĕш тырăпа çĕр улми, пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерме, çапла майпа ака ĕçĕсене чăрмавсăр ирттерме ĕмĕтленеççĕ. Çакăн валли вĕсем маларахах тĕплĕн хатĕрленнĕ: ял хуçалăх машинисем пурте юсавлă, вĕсемпе паян тесен паян хире тухма пулать. Çакна семинар-канашлăва хутшăннисем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Хăватлă техникăна ĕçлеттерме яланхи шанчăклă çынсене çирĕплетнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобрение те çителĕклĕ таран туяннă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерсе ярасси пирки семинар-канашлура район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков каласа кăтартрĕ. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер(хресчен) хуçалăхĕсен ял хуçалăх культурисене пурĕ 19415 гектар çинче акса-лартса хăвармалла. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 13380 гектар, çĕр улми 1414 гектар пулмалла. Çапла майпа иртнĕ çулхипе танлаштарсан, тĕш тырă культурисене 6 процент, çĕр улмие 21 процент ытларах акма-лартма палăртнă. Унсăр пуçне, 3326 гектар пĕр çул ỹсекен курăк, 325 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акса хăвармалла. Юлашки çулсенче ытлашши тимлĕх уйăрсах кайман ĕçе _ сахăр чĕкĕнтĕрĕ акассине акционерсен "Прогресс" обществипе Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнĕрен пикенме шутланинчен тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илекен хуçалăхсене малашне ятарлă программăпа килĕшỹллĕн патшалăх дотаци уйăрса пама палăртнă. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн, тепĕр енчен илсен, çакă çĕнĕ ĕç те мар, чи кирли, вĕсенче сахăр чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртнĕ çĕрте усă куракан ятарлă техникăсем те пурри. Тĕш тырă культурисенчен, çĕр улмирен пысăк тухăç илес тесен пахалăхлă вăрлăхпа, минераллă удобренипе кирлĕ таран усă курмалла. Вĕсем вара çителĕклĕ-и? Хальхи вăхăтра районĕпе 1195 тонна (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 85 процент) минераллă удобрени пур, "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕнче тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 84 проценчĕ ака кондицине тивĕçнĕ. Кăçалхи сивĕ çанталăк условийĕсенче кĕрхи культурăсен лаптăкĕсем сиенленме пултарнине шута илсен, районти опытлă агрономсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсемпе палăртнинчен ытларах саппасланма кирлине палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ культурăсен вăрлăхĕсене хамăр районти "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕнчен те туянма пулать. Ял хуçалăх предприятийĕ вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх шутланать. К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Родник", "Победа", "Куш-кă", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче, акаччен вăхăт нумаях юлмарĕ пулсан та, удобрени туянма халĕ те тытăнман. 725 тонна (çур акине ирттерме пĕтĕмпе кирлин 95 проценчĕ) çунтармалли-сĕрмелли материал пур. "Аранчеево", "Арланово", "Родник", "Нива", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче вара _ çук. Акана хутшăнакан техникăна хатĕррисен ретне лартассипе пĕтĕмĕшле мĕнле ĕçленипе патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекторĕ А.Соловьев, организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕн ĕçне мĕнле йĕркелесе пынипе социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.Аникина, тăван тавралăха сыхлас, тирпей-илем кĕртес, экологи уйăхлăхне хутшăнса пурнăçламалли ыйтусем тавра район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ П.Тремасов каласа кăтартрĕç. Çур акинчи ăмăрту условийĕсемпе АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ В.Афанасьева паллаштарчĕ. Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетрĕ, "Цветковсем" фермер(хресчен) хуçалăхĕн çак вăхăтченхи ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕ.  Сăн ỹкерчĕксенче: семинар участникĕсем "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи çĕнĕ техникăпа паллашаççĕ; техника çур акине хатĕр. Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика