10 апреля 2010 г.
Ватăсене килти евĕр хăтлă туйма пулăшас, вĕсен пурнăçне тĕрлĕ енлĕ интерес кĕртес тĕллеве мала хурса ĕçлеççĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕн ĕçченĕсем. Çак кунсенче асăннă çуртăн ертỹçи А.Осипова Мăнкун эрнине халалласа пысăк уяв ирттерчĕ. Ватăсене паллă уявпа Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăм ертỹçи И.Аникина, Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр ертỹçи Л.Александрова саламларĕç. Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкинпа культура ĕçченĕ В.Захаров, ваттисен çурчĕн ертỹçи А.Осипова кинемисемпе мучисене юрă-кĕвĕсемпе хавхалантарчĕç, Елчĕкри тăван тавралăхпа халăх музейĕн ертỹçи В.Вастулова кулăшсемпе шỹтсемпе савăнтарчĕ. Кĕвĕ-çемĕ вăхăтĕнче ватăсем ташларĕç, юрларĕç, уявпа кăмăллă юлчĕç. Каярах вĕсем пурте уяв кĕрекине вырнаçрĕç, Мăнкун çăмартисемпе "паттăрлашрĕç", паттăра юлнă В.Дутова пуçтарăннисене Мăнкун юрри юрласа пачĕ.