10 апреля 2010 г.
Тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшпе районта йĕркеленĕ яланхи комисси Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн территорийĕнче çурхи шыв-шур тапхăрĕнче гидротехника сооруженийĕсене, çулсен айне шыв юхса каймалли ятарласа вырнаçтарнă пăрăхсене мĕнле пăхса тăнине вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех уйрăм çурт-йĕрпе пурăнакансемпе, ялти инфраструктура обьек-чĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă, вĕсем çирĕплетнĕ санитари схемин йĕркине, çут çанталăка сиенленĕшĕн тỹлемелли йĕркене мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсене _ килте, производствăра усă курнă каяшсене вăхăтра свалкăна леçессине кирлĕ пек йĕркелесе пыма хушса хăварнă. Вырăна тухса ирттернĕ канашлура çавăн пекех ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 7-мĕшĕччен ялсене тирпей-илем кĕртес, симĕслетес тĕлĕшпе уйăхлăх ирттерни, çак тапхăрта пурнăçламалли ĕçсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă.