10 апреля 2010 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ "Çĕр çинчи пурнăçшăн" ятпа сăвăсен конкурсне йĕркеленĕ. Унта сăвă çырма кăмăллакан вĕренекенсем хаваспах хутшăннă. Çак кунсенче конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене палăртнă. 5-8-мĕш классен хушшинче çĕнтерỹçĕ ята М.Крылова (Патреккел шкулĕ), И.Иванова (Тăрăм), С.Волкова (Хăвăлçырма), В.Иванова (Кивĕ Эйпеç), Ю.Шадрикова (Таяпа Энтри), П.Меньшов (Шăмалак шкулĕ) тивĕçнĕ. 9-11-мĕш классен хушшинче Е.Майкова, А.Павлова (Елчĕк шкулĕ), А.Головина (Кĕçĕн Таяпа), О.Павлова (Çĕнĕ Пăва), Т.Щукина (Кушкă шкулĕ) çĕнтернĕ.