10 апреля 2010 г.
Ведомствăсем хушшинчи канашлăвăн "Чăваш Республикин территорийĕнче производствăри тата усă курнă каяшсене сиенсĕрлетессинчи саккунлăха мĕнле пăхăнни çинчен тата ăна çирĕплетмелли мерăсем" йышăнăвĕн 1.6.4 пунктне пурнăçласа районти прокуратура право йĕркисене сыхлакан, контрольлекен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле 2007 çулхи юпа уйăхĕн 18- мĕшĕнчен тытăнса район территорийĕнче тăван тавралăха сиенленĕшĕн тỹлемелли йĕркене мĕнле пăхăнса ĕçленине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. 2010 çулхи çак вăхăтченхи тĕрĕслевсенче районти предприятисемпе организацисенчи 42 çын 2002 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче çирĕплетнĕ "Тăван тавралăха сыхласси çинчен" федераци саккунĕнче ыйтнине _ атмосфера сывлăшне упрассинчи законодательствăна пăхăнманнине тупса палăртнă. Акционерсен "Прогресс" обществи, "Агрофирма "Аранчеево" ООО, "Агрофирма "Нива" ООО, "Урожай" ООО, "Эмметево" ООО, "Победа" ООО, "Арланово" ООО, "Агрофирма "Родник" ООО, "Яманчурино" ООО, "Клевер" ООО, К. Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Колос", "Сатурн", "Знамя", "Рассвет", "Комбайн", "Марс", "Кушкă", "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Чăвашьенкрахмал" ООО, ДПМК "Яльчикская" производство кооперативĕ, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО, "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ООО, "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАО, "Кирпич" ООО, "Санти" ООО, "Букет Чувашии" ООО тата ыт. те сывлăша вараланăшăн 2009 çулхи тăваттăмĕш кварталта тỹлеме тивĕçлĕ пулнă тỹлевсемпе вăхăтра татăлман. Çут çанталăка сыхлассин законодательствине пăснине пĕтерес тесе предприятисемпе организацисен ертỹçисен тĕлĕшĕпе 42 представлени çырнă, вĕсене тишкерсе хак панин кăтартăвĕсем тăрăх 28 çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă, 2 ертỹçĕне асăрхаттарнă. Атмосфера сывлăшне сыхлассин законодательствине пăхăнманшăн тата сывлăша вараланăшăн йĕркепе килĕшỹллĕн вăхăтра тỹлеменшĕн 6 ĕçе судра пăхса тухма ярса панă. Вĕсем: "Лидер" ООО, "Яльчикский ЦСОН" РГУ, Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, А. В. Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ, "Светлана" суту-илỹ центрĕ" ООО. Ака-çу уйăхĕсенче район прокуратури палăртнă йĕркепе килĕшỹллĕн 2010 çулхи пĕрремĕш кварталта çут çанталăка сиенленĕшĕн тỹлевсемпе мĕнле татăлса пынине тĕрĕслет, законодательствăна пăхăнманнисен тĕлĕшĕпе çирĕп мерăсем йышăнма палăртать. Административлă Кодексăн 8.41 статйипе килĕшỹллĕн должноçри çынсене 3 пин тенкĕрен пуçласа 6 пин тенкĕ таран, юридика сăпатĕнчи çынсене 50 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штрафлама санкци пур.