10 апреля 2010 г.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 29-мĕш çул ачасене вĕрентет Татьяна Николаевна Васильева. Ăна яланах хăйĕн ачисемпе куратăн: Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче, районти ача-пăча библиотекинче. Унăн вĕренекенĕсем маттур та тăрăшуллă. Татьяна Николаевна хальхи вăхăтра иккĕмĕшсене пĕлỹ парать. Класра çутă та таса, илемлĕ. Стенасем паха та пĕлтерĕшлĕ стендсемпе пуян. 26 вĕренекен пĕрремĕш учителĕн сăмахĕсене шăппăн итлесе лараççĕ. Виççĕмĕш чĕрĕк итогĕсем тăрăх класра 3 отличник, 12 ударник. Япăх вĕренекенсем çук. Татьяна Николаевна çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курать. Районти ĕçтешĕсем умĕнче кирек мĕнле темăпа презентаци йĕркелесси, уçă уроксем ирттересси те шиклентермест ăна. Татьяна Николаевна методистсен ярмăрккине те тăтăшах хутшăнать. Ашшĕ-амă-шĕпе килĕштерсе ĕçлессине тĕп вырăна хуракан класс ертỹçи "Ашшĕ-амăшĕ учителĕн социаллă партнерĕ" темăпа проект çырса районта виççĕмĕш тухрĕ. Районти "Чи класлă класснăй" конкурсра та призерсен йышне кĕчĕ. Кунта ăста педагог хăй класĕнчи Ирина Петрова мĕнле аталанни пирки йĕркеленĕ программăпа паллаштарчĕ. Учительница çак пысăк тавра курăмлă хĕр ача, унăн çемйи пирки ăшă сăмахсем каласа пĕ-тереймест. Ирина пĕрремĕш класранах кĕнеке вулама юратать. Шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне ташлама, юрлама, ỹкерме кăмăллать. Мĕнле ĕлкĕрет-ши вăл пур çĕре çитме те? Ỹркенменскер, малалла ăнтăлаканскер "Звездная фиеста" фестивале те хутшăнать. Унăн ỹкерчĕкĕсем "Тетте" журналта пичетленеççĕ. Амăшĕ тăрăшуллă пулнăран Иринăн ỹкерчĕкĕсем Раççейри "Солнечный зайчик" журналта та кун çути кураççĕ. Класри Аня Кузьминапа иккĕшĕ вăрçă темипе юрласа та палăрнă кăçал. Çавăн пекех Т.Васильева класĕ "Русский медвежонок" конкурса кăмăллать. Ирина çак кон- курсра чи нумай балл пухса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Учитель пуçаруллă, ашшĕ-амăшĕ тăрăшуллă пулнăран иккĕмĕшсем олимпиада вăййисенче те тупăшаççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çырма хăнăхаççĕ. Районти ача-пăча библиотеки йĕркеленĕ конкурссенче "Чи нумай вулакан класс" ята пĕрре мар тивĕçнĕ ачасем. Вĕрентекен кăçал "Ачасене вулаттаракан руководитель" ята та çĕнсе илчĕ. Хальхи вăхăтра иккĕмĕшсем хĕрсех Вĕрентекен çулталăкне халалланă "Манăн пĕрремĕш учитель" сăн ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнаççĕ. _ Паян вĕренекенсене тарăн пĕлỹ пама мĕнпур услови çителĕклĕ. Кашни предметпах кăтарту пособийĕсем, дисксем пур. Интерактивлă доскапа та ĕçлетпĕр. Хамăр та тăтăшах пĕлĕве ỹстерес тесе тăрăшатпăр. Тĕрлĕрен курссенче пулатпăр. Юратса вĕреннĕ профессипе чуна парса тăрăшатпăр, çулсем иртнĕ май та ывăннине туймастăн,_ тет Татьяна Николаевна. Сăн ỹкерчĕкре: Т.Васильева хăйĕн вĕренекенĕпе _ Ирина Петровăпа.