Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕçĕсем мастер-класра

10 апреля 2010 г.

 Елчĕкри пултарулăх çуртĕнче чăн чăваш тĕррине тĕрĕс, илемлĕ тĕрлес тĕлĕшпе мастер-класа районти шкулсенчи технологи, культурăпа тăван тавралăх, чăваш чĕлхипе литературине тата кĕçĕн класри ачасене вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Курнавăшри С.Прохорова, В.Воронова, Г.Круглова, Кушкăри С.Голубевапа Л.Портнова чăваш тĕррин вăрттăнлăхне алла илес, вĕренекенсене çак йĕркене хăнăхтарас тесе тимлени курăнать. Кĕçĕн Таяпари, Тĕмерти, Тăрăмри, Энтепери, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Пăла Тимешĕнчи, Чăваш Тăрăмĕнчи, Вăрăмхăвари Л.Иванова, Л.Краснова, В.Краснова, А.Михеева, О.Мясникова, В.Бакина, В.Журавлева, Г.Алюнова вĕрентекенсене ырăпа асăнмалла. Районти 12 шкулти учительсем çак урока хутшăнма кăмăл туманни чăннипех те кăмăла хуçать. Шупашкартан ятарласа килнĕ тĕрĕ ăсти _ В.Маяковский ячĕллĕ библиотека системине кĕрекен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнчи "Тĕрĕ тĕнчи" клуб ертỹçи Н.М.Кузнецова, паллах, тав сăмахне тивĕçлĕ. Надежда Михайловна чăн чăваш тĕррине, унăн вăрттăнлă-хĕсене тĕрĕлеме Раççейри халăх пултарулăх маçтăрĕ В.А.Минеева патĕнче вĕреннĕ. Ĕлĕкхи йăл-йĕркесене тытса пырас, вĕсене çамрăксем хушшинче аталантарас тĕлĕшпе чунне парса ĕçлет ỹркенмен ăста.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика