Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăваттăмĕшсен - çĕнĕ предмет

10 апреля 2010 г.

 Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейĕн 18 регионĕнче, çав шутра Чăваш Енри вĕрентỹ учрежденийĕсенче те, 4-мĕш класра вĕренекен шкул ачисен расписанине "Основы религиозных культур и светской этики" çĕнĕ урок кĕчĕ. Çĕнĕ предмета темиçе модуле пайланă. Пирĕн корреспондент тĕн культурине вĕрентекен педагогпа, Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕпе, тăваттăмĕшсен ер-тỹçипе З.Фомкинапа тĕл пулса калаçнă. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл: _ Тăваттăмĕшсене çĕнĕ предмета вĕрентнĕрен районти кĕçĕн классене вĕрентекенсем ятарлă курссенче пултăмăр. Унта интереслĕ лекцисем итлерĕмĕр, практика ĕçĕсемпе, опычĕсемпе паллашрăмăр, ыттисенчен çĕннине вĕрентĕмĕр. Районтан кайнă педагогсем тĕрлĕ проектсем те хатĕрлерĕç. Ĕçсене хỹтĕлеме те тиврĕ. Хамăр шкултан иккĕн вĕрентĕмĕр. Ачасене кăмăл-сипет хаклăхĕсем пирки вĕрентес тесе малтанах ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен заявленийĕсем тăрăх хамăра килĕшекен модуле суйласа илтĕмĕр. "Православи культурин ни-кĕсĕсем" факультатив та, хушма заняти те мар, чăн-чăн предмет. Ăна тăваттăмĕшсене юлашки чĕрĕкре вĕрентме пуçларăмăр пулсан, пиллĕкмĕш класра пĕрремĕш чĕрĕкре пĕтеретпĕр. Çĕнĕ предмет вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă пуласса шанас килет. Мĕншĕн тесессĕн юлашки вăхăтра çынсем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен япăхлансах пыраççĕ. Тен, çак предмета вĕреннĕ май, ыр кăмăллăх, сăпайлăх, тараватлăх пирĕн хушăмăрта ытларах пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика