10 апреля 2010 г.
Аслă Пăла Тимешĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта кĕçĕн классенчи ачасене Марина Петровна Барановăпа Тамара Николаевна Сергеева вĕрентеççĕ. Марина Петровна пĕрремĕшсемпе тăваттăмĕшсене, Тамара Николаевна иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсене. Вĕсем кĕçĕн классен эрнине ирттерессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Кашни çулах "Кайăксене пулăш" акци ирттереççĕ. Чи малтанах ачасем, ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăр мар, паллах, сырăшсем ăсталаççĕ. Чи лайăх ĕçсене палăртаççĕ. Унтан уçă класс сехечĕсенче кайăксене мĕнле пулăшмалли çинчен калаçу йĕркелеççĕ. Класс чỹречи умĕнчех çакса хунă сырăшсенчен хĕлĕпех кайăксем татăлмаççĕ. "Ылтăн алă" кружокне вара вĕренекенсем пурте çỹреççĕ. Кунта ачасене мĕн пĕчĕкрен чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентеççĕ. Ик-кĕмĕш класри А.Суркова, акă, ал ĕç выставкинче районта иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. "Веселая грамматика" кружокра та вĕренекенсем çĕнĕлĕхсемпе нумай паллашаççĕ. "Кенгуру", "Чĕвĕлти чĕкеç", "Русский медвежонок" тата ытти конкурссенче те палăраççĕ вĕрентекенсен ачисем. В.Мишин вара Пĕтĕм тĕнчери конкурса та хутшăнчĕ. Кĕçĕннисене вĕрентекенсем шăпăрлансене пĕчĕкрен уроксенче çеç мар, ун тулашĕнчи ĕçсенче те маттур пулса ỹстерессишĕн ăнтăлаççĕ. Ача пуласси тихаран паллă тенĕ евĕр, пĕрремĕш хут парта хушшине ларсанах çирĕп никĕс хывас тесе пĕлĕвĕпе ăсталăхне шеллемеççĕ. 30 çула яхăн кĕçĕннисене вĕрентекенсен ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми. Пĕчĕкрен спортпа туслаштарас тĕллевпе "Атте, анне, эпĕ _ спорт çемйи" тата ытти ăмăртусем те ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен асĕнчен часах тухмасса шанаççĕ мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсем.