Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех чурисем

10 апреля 2010 г.

 Нумаях пулмасть пирĕн патăмăрта пĕр пĕлĕш пулчĕ, вăл çакăн пек каласа кăтартрĕ: "Эмел туянас шутпа аптекăна кĕтĕм. Черетре манран маларах тăракан виçĕ арçын хĕрлĕрех тĕслĕ шĕвек тултарнă темиçе пĕчĕк кĕленче туянчĕç те аптекăран тухса кайрĕç. Эпĕ те вĕсем хыççăнах урама тухнăскер, арçынсем кĕленче пăккисене çавăрса кăларса пăрахса шĕвеке епле ĕçсе тăнине куртăм. Ун хыççăнах аптекăна тепĕр 2-3 арçын кĕрсе кайрĕç, вĕсем те çак шĕвеке туянчĕç. Арçынсем мухмăр чĕртме пынине кайран тин ăнланса илтĕм". Мухмăр чĕртекенсем çурт хуçисем те-çке. Апла пулин те килти хуçалăха тытса пыма хăйсен укçине пачах та расхутламаççĕ вĕсем. Мĕн пур йывăрлăх арăмĕсен хулпуççийĕ çине тиенет. Ыйтас килет: "Намăс-симĕс пур-ши вĕсен?" Çакăн пек çынсене арăмĕсем хăйсен шучĕпе тăрантарса пурăнаççĕ, апла пулин те упăшкинчен ырă сăмах илтеймеççĕ. Шкулта ĕçленĕ çулсенче ăс-тăн енчен çителĕксĕр аталаннă ачасен шучĕ çулсерен ỹссе пынине асăрхаттăм. Ỹссе çитĕнсен вĕсенчен мĕн кĕтмелле? Ĕçке ернĕ ашшĕ е амăшĕ ачисене кирлĕ воспитани пама та вăхăт тупаймасть. Вĕсен ачисем ашшĕпе амăшĕ мĕнле пурăннине сăнаса, вĕсен тĕслĕхĕпе ỹссе çи-тĕнеççĕ. Акă мĕншĕн çемьери харкашу, çапăçу, пĕр-пĕрне сиен тăвасси çулсерен ỹссе пырать. Тепĕр чухне амăшĕсем ачисем эрех ĕçме вĕреннинчен тĕлĕнеççĕ. Анчах вĕсене хăйсемех эрех ĕçме çамрăклах вĕрентсе пынине йышăнмаççĕ. Выльăхĕсене кĕтĕве леçмелле, çавăншăн çула çитмен ачинех эрех ĕçтерет. Хĕллехи сивĕ кун ачи тулта мĕнле те пулин ĕç тăвать пулсан "шăнтăн пуль, ăшăн-ха" тесе татах эрех сыптарать. Çапла амăшĕсем хăйсем юратакан ывăл-хĕрне çамрăклах эрех ĕçме вĕрентнине пачах та йышăнмаççĕ. Айăпне урăх çĕрте шырама тăрăшаççĕ. Акă мĕншĕн ĕçкĕпе супăшса, ĕçлемесĕр пурăнакансен йышĕ ỹссех пырать. Çавсемех янттине хапсăнма тăрăшаççĕ. Ялти 30-40 çулсенчи арçынсенчен çапла каланине те илтнĕ: "Аттепе анне пенси укçи илеççĕ пулсан манăн мĕншĕн ĕçлесе асапланмалла?" Эрех чурисен шучĕ çулсерен ỹссе пырсан, малашне ăçта çитсе тухăпăр-ши? Çак ыйту ашшĕ-амăшне, çитĕнсе çитнĕ ывăл-хĕрне шухăшлаттарма тивĕç. Ниçта та ĕçлемен ывăлăн, ашшĕпе амăшĕ ватăлса вилсен, малашне ăçта тата мĕнле пурăнмалла? Хăйсен çитменлĕхĕсемпе йăнăшĕсене ăнланса тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тусан, сăпайлă пурăнма тытăнсан ĕçкĕпе иртĕхесси те, ĕçке пула çамрăклах пурнăçран уйрăласси те, çемьери килĕштерменлĕх те чакса пырĕ. Çамрăкран ĕç çумне çыпăçма хăнăхтарман ывăл-хĕр ỹссе çитсен те ĕç çумне çыпăçаймасть, ĕçке ерме вара çăмăллăнах пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика