07 апреля 2010 г.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенчи 6 _ 9 классенче вĕренекенсем хушшинче иртнĕ наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" районти фестивальне пĕтĕмлетнĕ. Фестиваль тĕрлĕ номинацисенче иртнĕ. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Светлана Смирнова (вĕрентекенĕ Н. Круглова) "Чăвашлăх тĕнчи" тĕпчев ĕçне презентацилесе çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. "Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ" номинацире Хăвăл-çырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Андрей Симаков (вĕрентекенĕ З. Михеева) пĕрремĕш вырăна тухнă. Асăннă конкурсра çавăн пекех Евгений Мекшеев (Кушкă шкулĕ), Василиса Борисова (Лаш Таяпа), Алексей Галкин (Тĕмер), Надежда Обручкова (Аслă Елчĕк), Вадим Кушманов (Елчĕк), Инна Шадрикова (Таяпа Энтри) вĕренекенсем те палăрнă. "Тавтапуç, учителĕм сана..." ỹнер искусствин конкурсне те вĕренекенсем нумай ĕç тăратнă. Ирина Баранован (Аслă Пăла Тимеш) ĕçне чи лайăххи тесе палăртнă. Диана Миронова (Çĕнĕ Пăва), Светлана Алексеева (Хăвăлçырма) ỹкерчĕкĕсем те призлă вырăнсене йышăннă.