07 апреля 2010 г.
Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹртре Социализмла Ĕç Геройĕн Н.Каргинăн призĕсене çĕнсе илессишĕн çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирне Елчĕк районĕн спортсменĕсем те хутшăннă. Хăйсен виçисенче кĕрешсе Э.Дергунов (Кушкă), Э.Адюков (Аслă Елчĕк) пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. Пирĕн командăра Г.Обручков (Аслă Елчĕк) _ иккĕмĕш, А.Блинов (Кушкă), Р.Чернов (Аслă Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Д.Александров (Елчĕк), Л.Зайцев, А.Зайцев (Кушкă), Д.Обручков, Н.Борисов (Аслă Елчĕк) турнирта япăх мар ăмăртнă. Çĕнтерỹçĕсене, призерсене медальсем тата хаклă парнесем парса чыс тунă.