Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

07 апреля 2010 г.

 Нумаях пулмасть районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсенчи профсоюз членĕсем Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывату комплексне пуçтарăнса бассейнра шывра ишессипе ăмăртнă. 25 метрлă дистанцие хĕрарăм ертỹçĕсенчен чи малтан Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕн заведующийĕ С.Кудряшова вĕçленĕ. Арçынсенчен 50 метрлă дистанцире А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе спорт шкулĕн директорĕ В.Кудряшов мала тухнă. Унăн кăтартăвĕ _ 34,56 çеккунт. Хĕрарăмсем хушшинче пынă ăмăртăва чи малтан Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи физкультура учительници В.Ертмакова вĕçленĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Кĕçĕн Таяпари биологипе хими учительници А.Маркова. Виççĕмĕш вырăна Ел-чĕкри математика учительници Л.Егорова тухнă. Арçынсенчен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне В.Кудряшова çитекенни пулман. Хальхинче вăл хăйĕн кăтартăвне тата лайăхлатнă - 33,52 çеккунт. Çĕнтерỹçĕрен кăштах çеç каярах юлса çитнĕ Тăрăмри физкультура учителĕ Н.Волков. Виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕкри физкультура учителĕ В.Афанасьев йышăннă. Ăмăртун юлашки пайне _ командăсен эстафетине курма питех те кăмăллă пулнă. Вăл икĕ ушкăнра иртнĕ. Пĕрремĕш ушкăна пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем, шкул çулне çитмен тата хушма пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсем кĕнĕ. Командăра 3 хĕрарăмпа 1 арçын. Иккĕмĕшĕнче _ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсемпе райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕсем. Командăра 2 хĕрарăмпа 2 арçын. Хĕрарăмсем 25, арçынсем 50 метр ишнĕ. Пĕрремĕш ушкăнрисенчен чи çỹллĕ пьедестал çине Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди хăпарнă. 0,61 çеккунт кая юлнă Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем. Елчĕкри "Солнышко" ача сачĕ _ виççĕмĕш вырăнта. Иккĕмĕш ушкăнри чи маттур команда _ Елчĕксем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пĕрремĕш командипе Курнавăшсем пайланă. Ăмăртусем питĕ хĕрỹ иртнĕ. Спорт тусĕсене район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый тав туса саламланă, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе тата профсоюз организацийĕн хаклă парнисемпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика