07 апреля 2010 г.
Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн ертỹçи В.Воробьев çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ăна ял хуçалăх производствинче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă, Тав çырăвĕ панă. Владимир Петрович çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Район пуçлăхĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Кошкина та çуралнă кун ячĕпе саламланă. Нумаях пулмасть пирĕн районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисем, специалистсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Коминтерн" хуçалăхри сысна ĕрчетес ĕç отраслĕпе паллашнă. Малта пыракан хуçалăх опычĕ çинчен ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков каласа панă. "Коминтерн" ЯХПК 11 çул каялла юхăннă хуçалăх шутланнă. Ăна А.Новикова ертсе пыма пуçланăранпа ял хуçалăх производстви çулсерен аталанса пырать. Унта 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 2600 сысна тытаççĕ. Сысна ашĕ туса илессине çĕнĕ технологи çине куçарнă. Çакă ăнăçу тума май парать те. Район пуçлăхĕ Н.Миллин "Коминтерн" ЯХПК тĕслĕхне пирĕн районта та усă курма май пуррине, ỹркенмесĕр ĕçлесен ỹсĕм тума пулнине палăртрĕ. Канашлура культура учрежденийĕсем çĕрлехи вăхăтра мĕнле ĕçлени, газ оборудованийĕсене пăхса тăнăшăн тỹлемелли укçа хакĕ пысăк, район центрĕнчи юпасем çине тĕрлĕ пĕлтерỹсем çапса тухни вырăнсăр пулни çинчен сăмах хускатнă.