07 апреля 2010 г.
Çурхи хĕвел çỹле кармашать. Çĕр ĕçченĕн акана тухас вăхăчĕ çывхарса килет. Халĕ унăн ыйту нумай. Вĕсенчен пĕри: вăрлăх çителĕклĕ-и? Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн черетлĕ çур акинче акса хăварма районĕпе пурĕ 39070 центнер вăрлăх кирлĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 36640 центнер вăрлăхне тĕрĕсленĕ, 30949 центнерĕ (84 проценчĕ) кондицие ларнă. "Прогресс", "Труд", К.Маркс ячĕллĕ, "Эмметево", "Родник", "Яманчурино", "Свобода", Ленин ячĕллĕ, "Сатурн", "Нива", "Клевер", "Колос", "Рассвет", "Марс", "Комбайн", "Арланово", "Знамя", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсем паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ пулсан, "Слава картофелю" агрофирма, "Аранчеево", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем пирки çапла калаймăн, вĕсенче пĕр пĕрчĕ вăрлăх та ака кондицине тивĕçмен. "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕ вара çак вăхăтчен пурăнса та инспекцие вăрлăха тĕрĕслеме илсе килмен. "Падуев" хресчен (фермер) хуçалăхĕ инспекцие тĕрĕслеме илсе килнĕ вăрлăхăн 1000 центнерĕ, Таяпа Энтринчи Петров фермерăн 550 центнер вăрлăхĕ кондицие ларнă. Ытти фермерсем тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене тĕрĕслеме илсе килмен. Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курмалла. Шел пулин те, хальлĕхе районĕпе илсен супер элита, элита вăрлăхсем пурĕ те 9 процент анчах, "Комбайн" хуçалăхра супер элита, элита вăрлăхсемпе _ 59 процент, "Прогресра" 25 процент, "Сатурнра" _ 25 процент усă кураççĕ. 1-4 репродукциллĕ вăрлăх _ 73 процент, массăллă репродукциллĕ вăрлăх 18 процент шутланать. "Аранчеево", "Арланово", "Кушкă, "Марс", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăхсен ытларах пайĕ массăллă репродукциллĕ. Апла пулин те вĕсенче вăрлăхсене улăштарма шутламаççĕ те, çак ĕçе çулран çул хăварса пыраççĕ. Хĕл пуçламăшĕ юрсăр тата питĕ сивĕ тăчĕ. Çавна май кĕрхи культурăсем 20-30 процент таран сиенленме е вуçех пĕтме пултарнă, уйрăмах сăртлă, айлăм вырăнсенче. Çавăнпа та кăçалхи лару-тăрура вăрлăха палăртнинчен нумайрах хатĕрлемелле. Ăна вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлекен "Комбайн" хуçалăхран та туянма пулать. Хальхи вăхăтра унта сутлăх "Симбирцит", "Эстер", "Свеча", "Московская 35" çурхи тулă, "Эльф", "Тандем" сортлă урпа пур. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянма федераци тата республика бюджечĕсенчен субсиди уйăраççĕ. Маларах палăртса каланă çитменлĕхсене пăхмасăр, ял хуçалăх культурисен пĕтĕм вăрлăхне ака стандартне лартса çитермелле. Вăрлăхсене акиччен им-çамламалла. Пĕлетпĕр, вăрлăхсене ернĕ чир-чĕр малалла аталанать, ыттисене сиенлет, çавăнпа та вăрлăхсене им-çамласси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çĕр пулăхне ỹстерес тĕллевпе минераллă удобренисемпе усă курмалла.