03 апреля 2010 г.
Санитари йĕркисене пăхăнас тата эпидеми чирĕсене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен районти комисси пирĕн тăрăхри тискер чĕр чунсемпе килти выльăх-чĕрлĕх хушшинче уртаракан чир сарăлас хăрушлăх пурри çинчен асăрхаттарать. Çак хăрушлăха килсĕр йытăсемпе кушаксем кăларса тăратаççĕ. 2009 çулта 44 çынна чĕр чунсем çыртнине регистрациленĕ. Килти йытăсемпе кушаксене усрамалли йĕркене пăхăнманнипе пулнă çакă. Асăннă тапхăрта 3058 йытăпа кушака уртаракан чиртен прививка тунă. Килсĕр йытă-кушаксене пĕтерме районта сунарçăсен 9 бригадине йĕркеленĕ, 230 килсĕр йытăпа 60 кушака пĕтернĕ, 1 тилĕ тытнă. Çавăн пекех чĕр чунсене вăхăтлăха тытма икĕ вольер пур. Анчах килсĕр йытă-кушаксене, чĕр чунсене тытас тĕлĕшпе ĕçлекен сунарçăсем хăйсене уртаракан чиртен прививка туманни шухăшлаттарать. Килсенче йытăсемпе кушаксене усрамалли йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси те тивĕçлĕ шайра мар. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене килсĕр йытăсемпе тилĕсем кĕресрен кирлĕ пек хỹтĕлемен. Санитари йĕркисене пăхăнас тата эпидеми чирĕсене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен ятарлă комиссин, район пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен пуçарулăхне ỹстермелле, хуçасăр йытăсемпе кушаксене пĕтерес, килте усраканнисене вакцинаци тăвас, вĕсене усрамалли йĕркене пăхăнманнисене явап тыттарас тĕлĕшпе татăклă мерăсем йышăнмалла. Хуçасăр йытă-кушаксене тытма ятарлă бригадăсем йĕркелессине те шута илмелле. Çавăн пекех пур çĕрте те уртаракан чиртен сыхланасси, профилактика прививкисем тăвасси пирки ăнлантару ĕçне вăйлатмалла.