03 апреля 2010 г.
2010 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Республикин Наци вулавăшĕпе пĕрле Чăваш Республикин муниципалитет районĕсенче тата хула округĕсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтупа Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ ирттерет. 15 сехетре пуçланать. Организаци аппарачĕн ертỹçи Михаил Кузьмин каланă тăрăх, Чăваш регион уйрăмĕ вырăнсенче граждансемпе тĕл пулусем ирттерет. Йышăнура калаçу пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă куракансен прависене хỹтĕлемелли граждан-право механизмĕсем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлев виçисене палăртмалли йĕрке, нумай хваттерлĕ çурта тытса тăмалли меле кура граждансен прависене хỹтĕлемелли уйрăмлăхсем çинчен пырĕ. Граждансен ыйтăвĕсене ассоциаци юрисчĕсем, прокуратура сотрудникĕсем, муниципалитет пĕрлĕхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем, территори общество хăй тытăмлăх управленийĕсен активисчĕсем хуравлаççĕ. Аса илтеретпĕр: Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн Чăваш регион уйрăмне 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче туса хунă. Юристсен ассоциацийĕ халăхăн хỹтлĕх кирлĕ ушкăнĕсене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парать. Консультаци пункчĕсене, халăхăн право пулăшăвĕн тата çутăлăх центрĕсене Чăваш Енри мĕн пур районпа хулара йĕркеленĕ. Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ районти халăха право тĕлĕшĕнчен çак адреспа пулăшу парать: Елчĕк ялĕ, К.Иванов урамĕ, 13 çурт (Тĕп библиотека), консультаци пункчĕ, тел.: (83549) 25134 E-mail: yal bib@cbx.ru.