Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен канăвне усăллă ирттерме

03 апреля 2010 г.

 Сиссе те юлаймăпăр, çаплах çу уйăхĕсем çитсе тăрĕç. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕсен çуллахи канăвне мĕнлерех йĕркелесси пирки паянах тарăн шухăша путнă. Епле те пулсан тĕпренчĕкĕсем каникулта, ĕлĕкхилле каласан, йыт хăваласа ан çỹреччĕр, теççĕ вĕсем. Пăшăрханма кирлех мар иккен. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулсенче тĕрлĕрен лагерьсем ĕçлеттерме планланă. Çакăн пирки райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ И.Тетерина каласа парать. _ Изабела Павловна, кăçал ачасен çуллахи канăвне мĕнлерех йĕркелеме палăртнă? _ Çуллахи каникул вăхăтĕнче çеç мар, ыттисенче те вĕренекенсем пушă вăхăтра лайăх канччăр, ăна усăллă ирттерччĕр тесе ăнтăлатпăр. Çуллахи канăва илес пулсан вара, район пуçлăхĕ Н.Миллин пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелессипе, сывлăхне çирĕплетессипе, вĕсене ĕçпе тивĕçтерессипе ятарлă йышăну кăларчĕ. Унпа килĕшỹллĕн вĕренекенсене шкул çумĕнчи ĕçпе кану е сывлăх лагерĕсене явăçтараççĕ, хула тулашĕнчи лагерьсене яраççĕ. Ачасен канăвне йĕркелес енĕпе районта ятарлă комисси туса хунă. Вăл сакăр çынран тăрать. Комисси председателĕ _ район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый. _ Лагерьсем хăçан ĕçлеме пуçлаççĕ? Миçе смена ĕçлет? _ Сывлăх лагерĕсем çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕччен ачасене йышăнаççĕ. Шкулсем çумĕнчи лагерьсем вара çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Лагерьсем виçĕ сменăпа ĕçлеççĕ. _ Кашнийĕн пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-и? _ Пĕрремĕш сменăра сывлăх лагерĕсем ĕçлеççĕ. Шкулсем ятарлă программа хатĕрлеççĕ. Вĕсене комисси тĕплĕ пăхса тухса çирĕплетет. Сывлăх лагерĕсем районти тăватă шкулта _ Аслă Ел-чĕкре, Çĕнĕ Пăвара, Курнавăшра, Елчĕкре _ йĕркеленеççĕ. Вĕсене 438 ача çỹрĕ. 21 кун хушшинче ачасене тỹлевсĕр çитереççĕ. ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви çак лагерьти кашни ача валли апатланма кунне 55-шер тенкĕ (кунне виçĕ хут апатлантараççĕ), пĕтĕмпе 507 пин тенкĕ уйăрать. Иртнĕ çулсенче ачасен канăвне Социаллă страховани фончĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ пулсан, кăçалхи çĕнĕлĕх _ пĕтĕм расхутсене ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви саплаштарать. Иккĕмĕш смена _ профиль лагерĕсем. Урăхла ăна "район пуçлăхĕн лагерĕ" тесе те калаççĕ. Мĕншĕн тесен шкулти профиль лагерĕсене вырăнти бюджет укçи-тенкипе тытса тăраççĕ. Çак лагерь тĕрлĕ енлĕ, ачасен интересĕсене кура, йĕркеленет. Вĕсене Кивĕ Эйпеç, Патреккел, Таяпа Энтри, Энтепе, Аслă Елчĕк, Кушкă, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем, пурĕ 432 ача, çỹреме пултарать. Пĕр ачана кунне икĕ хут апатлантарма 35-шер тенкĕ (272160 тенкĕ) уйăраççĕ. Виççĕмĕш смена "Çуллахи ĕçпе кану лагерĕ" ятлă. Ăна шкулсем хăйсен вăйĕпе йĕркелеççĕ. Çак лагере Чăваш Тăрăм, Кивĕ Эйпеç, Аслă Таяпа, Хăвăлçырма, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва шкулĕсенче ĕçлеттерме планланă. 148 ача çỹрĕ унта. Вĕренекенсене кунне пĕр хут çитереççĕ, пĕр ача пуçне кунта 40 тенкĕ тивет ( пурĕ 106560 тенкĕ) уйăраççĕ. _ Мĕншĕн лагерьти ачасен апатланăвĕ çинчен чарăнса тăнине ăнлантăм... _ Çапла, ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне ывăл-хĕрĕсем воспитательсен аллинче. Вĕсем ĕçлеççĕ, канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ, çав хушăрах вĕри апат çиеççĕ. Кирек хăш ашшĕ-амăшне те чи малтан çакă шухăшлаттарать вĕт. _ Изабела Павловна, лагерьсене миçе çулхисем кайма пултараççĕ? _ Сывлăх лагерĕсене 6 çултан пуçласа 18 çула çитичченхисем пулсан, ĕçпе кану лагерĕсене вара 14 çултан пуçласа 18 çула çитиччен. Çакна палăртмалла: вĕренекен çу тăршшĕнче пĕр лагере çеç çỹреме пултарать. Ачасен канăвне туллин йĕркелес тесе вĕсем экскурсисенче пулаççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Елчĕкри "Улăп" бассейнра тỹлевсĕр шыва кĕрсе савăнĕç тата ытти те. _ Иртнĕ çулсенче çамрăк ачасене ĕç бригадисене явăçтарнă. Кăçалхи тĕллевсем мĕнлерех? _ Кăçалхипе тăваттăмĕш çул шкулсенче 12-18 çулсенчи ачасем валли ĕç бригадисем йĕркелеççĕ. Ку тĕлĕшпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрпа шкулсем ĕçлĕ килĕшỹ çыраççĕ. Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Кушкă, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш шкулĕсен çумĕнче, районĕпе 296 ача, çак бригадăсенче тăрăшĕ. Вĕсем ялти пĕччен пурăнакан ватăсене, ветерансене тĕрлĕ ĕçсенче пулăшĕç. Ĕлĕк Тимур командисем ахаль пулăшнă пулсан, халĕ çак бригадăра ĕçлекенсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр укçа тỹлет. Сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакансене, тăлăхсене, ыттисене те самай пысăк пулăшу пулĕ вăл. Хăйĕн пĕрремĕш ĕç укçипе шкул япали туяннă ачан пит-куçĕ епле çуталнине ăнланма пулать. _ Енчен те ывăл-хĕре е мăнука хула тулашĕнчи лагере ярас тесен? _ Ку ыйтупа та маларах асăннă комисси ĕçлет. Хамăр республикăри лагерьсен пĕр путевки 7700 тенкĕ тăрать. Путевкăн 10 процентне ашшĕ-амăшĕ тỹлет. Пирĕн района 183 путевка уйăрнă. Пĕрремĕш сменăра 60, иккĕмĕшĕнче 40-шер, виççĕмĕшĕнче 33, тăваттăмĕшĕнче 50 ача канма пултарать. ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви Елчĕк ачисене сывлăх тата хула тулашĕнчи лагерьсенче канса сывлăха çирĕплетме 1916100 тенкĕ уйăрнă. _ Ачисене хула тулашĕнчи лагерьсене кирек кам та яма пултарать-и? _ Паллах. Заявленисене маларах асăннă комисси ячĕпе паянах çырмалла. Ыйтса çырнисене çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика