03 апреля 2010 г.
Пуш уйăхĕнче район прокуратури "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕнче тата Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕнче ĕçлев саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ. "Яльчикская" ДПМКра кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче ĕç укçи тỹлеменнине, иртнĕ çулхи çурла, авăн, юпа, чỹк, раштав уйăхĕсенчи ĕç укçине парса çитерейменнине (54 работник умĕнче 911 пин те 950 тенкĕ парăм) тупса палăртнă. Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕнче те ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăхăнманни палăрчĕ. Кунта пĕлтĕрхи çĕртме-раштав, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче ĕçченсене ĕç укçи паман. Асăннă предприяти ĕç укçи парас енĕпе 59 работник умĕнче 1 078 пин те 73 тенкĕ парăмра. Икĕ тĕслĕхре те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 37 статйин 3 пайĕнче палăртнă требованисене пăхăнман. Çавна май район прокуратури Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕн ертỹçи В.П.Скворцов тата Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕн директорĕ Б.С.Иванов тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарнă, маларах асăннă çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени çырнă. Çак предприятисенче тăрăшакан 113 çыннăн интересĕсене хỹтĕленĕ май район прокуратури Раççей Федерацийĕн гражданла кодексĕн 45 статйипе килĕшỹллĕн ĕçченсен заявленисене Елчĕк районĕн 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокне çитернĕ. Ĕçлев саккунĕсене пăхăнманнине тепĕр хут тупса палăртсан Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн асăннă ертỹçĕсене дисквалификацилес (айăпа кĕнĕ çынна çав ĕçе юрăхсăр тесе йышăнни) ыйтăва пăхса тухма тивет.