03 апреля 2010 г.
Раççей Пенси фончĕ куçса çỹрекен клиент службин ĕçне туллин йĕркелеме Чăваш Республикине микроавтобус панă. Автомобильте çынсене йышăнмалли условисем çителĕклĕ. Специалистсем пĕр вăхăтрах икĕ клиента йышăнма пултараççĕ. Ĕç вырăнне компьютер техникипе _ ноутбукпа, принтерпа, сканерпа, копи кăларакан аппаратпа тивĕçтернĕ. Микроавтобусра документсене упрамалли металл сейф, сасса ỹстерекен хатĕр тата автономлă майпа ăшăтакан тата çутатакан система вырнаçтарнă. Автомобиле РФ Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕн управленине панă. Вăл çирĕплетнĕ графикпа республикăри 12 района тухса çỹрет. Иртнĕ ытлари кун куçса çỹрекен клиент служби Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пулчĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕсем Тĕмер, Элпуç, Кармал ялĕсен çыннисене пенсин çĕнĕ улшăнăвĕсемпе паллаштарнă, ветерансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. 57 граждан пулнă специалистсем патĕнче. Сăн ỹкерчĕкре: ватăсен ыйтса пĕлмелли чылай.