03 апреля 2010 г.
Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи "Илем" ача садне 50 ытла ача çỹрет. Пурĕ 3 ушкăн ĕçлет ача садĕнче. Ачасем хăйсене килти евĕр хăтлă туйччăр тесе тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. Нумаях пулмасть ача садĕнче тĕп юсав ĕçĕсем иртрĕç: чỹречесене, урайсене тĕпрен улăштарчĕç, пỹлĕмсемпе коридорсене капăрлатрĕç, стендсене çĕнетрĕç. Стена çине ỹкернĕ картинăсем юмах тĕнчине лекме май параççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе пỹлĕмсене çĕнĕ чỹрече каррисем çакрĕç, палассем сарчĕç. Н.Захарова, О.Миллина, Л.Крылова, А.Кузнецова, З. Исаева воспитательсем, воспитателе пулăшакансем Н.Скворцова, В.Алюкина, Е.Борисова, музыка руководителĕ Г.Борисов арçын ачасемпе хĕр ачасене мĕн çамрăкран ырăпа усала уйăрма, çынна хисеплеме, ырă кăмăллă пулма вĕрентеççĕ, юрă-ташăпа туслашма пулăшаççĕ. Кашни уявах вĕсем ашшĕ-амăшне йыхравлаççĕ, вĕсем валли концертсем, тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлеççĕ.