03 апреля 2010 г.
Пуш уйăхĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Учитель çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. 7 секцинче 63 ача пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Чăваш чĕлхипе литература тата вырăс чĕлхипе литература секцийĕсенче В.Максимовăпа (10-мĕш класс) Р.Юлдашева (11-мĕш класс), нимĕç тата акăлчан чĕлхисен секцийĕнче О.Сапожниковăпа С.Антонова (10-мĕш класс), О.Яковлевăпа А.Михайлова (11-мĕш класс), обществăлла ăслăлăх секцийĕнче Т.Мисякова, М.Шакова (11-мĕш класс), А.Марков (5-мĕш класс), ал ĕç ăсталăхĕн секцийĕнче А.Кузнецова (10-мĕш класс), хими секцийĕнче В.Капламовăпа А.Михайлова (11-мĕш класс), математикăпа информатика секцийĕнче Н.Шакова (5-мĕш класс) палăрнă. "Эпĕ _ тĕпчевçĕ" ятпа кĕçĕн классенче вĕренекенсен хушшинче иртнĕ тупăшура И.Савинов, К.Сивкова, И.Петрова, А.Данилов, А.Данилова çĕнтернĕ. Вĕрентекенсене тарăн пĕлỹ парса предмета юратма хистес ĕçре, паллах, вĕсен вĕрентекенĕсен _ Л.Крылован, Н.Уразаеван, М.Чернован, А.Петрован, В.Николаевăн, М.Маркован, И.Егорован, В.Леваян, Л.Агееван, И.Идутован, Т.Васильеван, Т.Михайлован, А.Данилован тỹпи пысăк.