Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сысна ĕрчетни тупăшлă

03 апреля 2010 г.

 Сысна ĕрчетни хальхи вăхăтра усăллă тата тупăшлă ĕç шутланать. Паянхи кунхи пĕлтерĕшлĕ ыйтăва уçăмлатас тата çак ĕçри малашнехи тĕллевсене палăртас шутпа район шайĕнчи канашлу пулса иртнĕ. Унта сысна ĕрчетессипе ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсенчи зооветспециалистсемпе фермăсен заведующийĕсем, унсăр пуçне, Тутар Республикин пирĕнпе кỹршĕллĕ Пăва районĕнчи "Авангард" ОООри супер çĕнĕ йышши сысна ĕрчетекен комплексри ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан специалистсем хутшăннă, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă. Кунта сыснасене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине йĕркеленĕ, генетика енчен пуян ăратлă сысна аçисен вăрлă-хĕсемпе анчах усă кураççĕ. Тĕп ыйтупа _ сысна ĕрчетессинчи малашнехи тĕллевсем çинчен _ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В. Васильева тухса калаçнă. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О. Карсаков Хĕрлĕ Чутай районĕнчи сысна ĕрчетессипе ĕçлекен "Комминтерн" хуçалăх ĕç опычĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Районти 14 хуçалăхра пурĕ 9361 пуç (пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне) сысна шутланать. Пĕтĕмпе шута илнĕ сыснасен 46 проценчĕ (пурĕ 4337 пуç) акционерсен "Прогресс" обществин тỹпи. Кунта чи нумай сысна усраççĕ. "Эмметево" ОООра _1363, "Комбайн" ЯХПКра _ 1222, "Свобода", "Колос", "Рассвет" ЯХПКсенче 600-500 пуç сысна шутланать. Нумай çул сысна ĕрчетни районĕпе илсен тăкаклă пулнă. Иртнĕ çул вара _ тупăшлă, тупăшлăх пайĕ _ 4 процент. "Прогресс", "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсенчи тупăшлăх 23-22 процентпа танлашнă. Акционерсен "Прогресс" обществинче пурĕ 3354 центнер сысна ашĕ (пĕтĕмпе районĕпе пулнă кăтартăвăн 52 проценчĕ), кăçалхи 2 уйăхра 495 центнер (57 процент) сысна ашĕ туса илнĕ. Сыснасем районĕпе пĕр талăкра 426 грамм, "Рассвет" ЯХПКра 661 грамм, "Прогресс" ЗАОра 517 грамм ỹт хушаççĕ. Хальхи вăхăтра аш-какай туса илесси çине федераци шайĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Малашне ăна ют çĕршывран туянма чарнă. Апла пулсан вырăнсенче аш-какай туса илессине ỹстермелле. Мĕншĕн тесен ăна рынокра ыйтакансем те ытларах пулĕç. Ку чухне вĕсене искусствăлла майпа пĕтĕçлентерни, сало хулăнăшĕ сахал, аш-какай хисепĕ пысăк пулакан, пысăк продуктивлăх кỹрекен ăратлă выльăхсемпе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Аш-какай туса илесси мĕн чухлĕ çура илнинчен те килет. Иртнĕ çул районĕпе 100 ама пуçне 1700, акционерсен "Прогресс" обществинче 2136, "Рассвет" ЯХПКра 2003 çура илнĕ. Ыттисен кăтартăвĕсем пĕчĕк. Çакна тỹрремĕнех çурасене сыхласа хăварассипе çителĕксĕр тимленипе, ĕçри дисциплина хавшанипе, фермăсенчи ĕçе пĕлсе йĕркелеменнипе, витесенчи микроклимат тивĕçтерменнипе сăлтавламалла. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева малашне ку тĕлĕшпе пур ял хуçалăх предприятийĕнче те тупăшлă ĕçлес тесен палăртнă тĕллевсене çỹллĕ шайра пурнăçласа пыма кирлине палăртать. Тĕп тĕллевсем вара çаксем пулса тăраççĕ: сыснасене тырра комбикорм анчах туса çитермелле, вĕсене искусствăлла майпа пĕтĕçлентермелле, зооветеринари йĕркисене пăхăнса ĕçлессине çирĕп йĕркене кĕртмелле...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика