Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Студентсен концерчĕ

03 апреля 2010 г.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитес умĕн Шупашкарти коопераци институчĕн студентсен канашĕ "Çав аслă çулсене пуç таятпăр" ятпа çамрăксен тематика каçĕсен программисене йĕркелесе пуçару тунă. Çак программăпа виçĕм кун студентсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче концерт кăтартнă. Ăна курма районта пурăнакан ватăсемпе тыл ветеранĕсем, шкул ачисем, ял çыннисем пуçтарăннă. Концерт программинчи вăрçă тематикипе çыхăннă юрăсемпе сăвăсене, илемлĕ ташăсене, шỹтлĕ сценкăсене куракансем ăшшăн йышăннă. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый студентсене пысăк концертшăн тав тунă, çакăн пек тĕл пулусем районпа аслă вĕренỹ заведенийĕ хушшинчи туслă çыхăнăва малалла çирĕплетнине палăртнă. Хальхи вăхăтра коопераци институтĕнче пирĕн районтан тухнă çамрăксем йышлă вĕренни те паллă пулăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика