Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен алă ĕç ыйтать

31 марта 2010 г.

Ĕçчен алă ĕç ыйтать Вырăскасси тата Çуткỹл ялĕсенче тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, тĕлĕнмелле ĕçчен те тирпейлĕ, чун-чĕрипе таса, илемлĕ çынсем пурăннине кунта кашни хутĕнче пулмассеренех курса ĕненетĕп. Ял хавалĕ иксĕлме пĕлмесĕр тапса тăрать пулинех вĕсенче... Пурнăçа юратакан, йывăрлăхсен умĕнче пуçĕсене усма хăнăхман, мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă та теветкеллĕ çынсемпе курса калаçнă хыççăн чунра вăй-хăват хутшăннине туятăн. Эпир ялти ылтăн алăллă çынсемпе паллаштарма ыйтнине Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Елена Никифорова тата Лариса Векова вĕрентекен хапăлласах тивĕçтерчĕç. Елена Ильинична нумай шутласа тăмасăрах пире Вырăскассинчи тĕрĕ ăстипе Светлана Черновăпа тĕл пулма хистерĕ. _ Светлана Николаевнăн алă ĕçĕнчи пултарулăхне ачасене кăтартас тесе унăн ĕçĕсем тăрăх шкулта презентаци те йĕркелерĕмĕр, вĕренекенсем тĕрĕ ăстин пултарулăхĕпе кăсăкланса паллашрĕç,- тесе каласа кăтартрĕç пире вĕрентекенсем. ....Аллă тăххăрта тесе кам калĕ, кам çак çула парĕ ăна? Чăннипех, хĕрарăм хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Сăн-пичĕ унăн халĕ те илĕртỹллĕ, илемлĕ. Çамрăк чухне мĕнле пулнă-ши? Сăнĕпе анчах мар, ĕçĕпе те тĕлĕнмелле илемлĕ çын пулнине вĕсен килĕнче пулса курнă хыççăн хамăр курса ĕнентĕмĕр. Аслă праçнике _ Мăнкуна хатĕрленсе çурт ăш-чиккине çуса тасатнă. Витĕр шурă пỹс пусма çине тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ çипсемпе тĕрленĕ алăк каррисемпе минтер пичĕсене, стенка, трельяж кĕленчисем çинчи салфеткăсене кил хуçи хĕрарăмĕ эпир пырас умĕн шăпах утюгпа якатса пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл вĕсене кашнине тирпейлĕн тытса хăйсен вырăнĕсене вырнаçтарма тытăнчĕ. Темиçе пысăк тĕрре стена çине ятарласа рамка тусах вырнаçтарнă. Кавирсем те чылай, вĕсене те Светлана хăй тĕрленĕ. ...Хурçă йĕп пĕр кĕрет те пĕр тухать... Ал ăстин пултарулăхĕ унра епле пуçланса кайнă-ха? Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех вăл амăшĕ кĕнчелепе çăм арланине сăнама юратнă, ун хыççăн хăй тĕллĕнех арлама тытăннă. Хĕрĕ пĕчĕкренех алă ĕçĕ тума хăнăхса ỹснишĕн Анфиса Егоровна чунтанах савăннă. Ун хыççăн хĕр ача чĕнтер те çыхма вĕреннĕ. _ Чĕнтер йĕппипе çиппине хамран хăварман, чăнах. Пушă вăхăт тупăнсанах çыхма лараттăм, _ тет Светлана. Мĕн çамрăкранах фермăра ĕçленĕ вăл. Малтанхи вăхăтра, пурĕ вун тăватă çул, пăрусем пăхнă çĕрте, каярахпа дояркăра тăрăшнă. Çак канăçсăр ĕçре тимленĕ вăхăтра та тĕрлеме пăрахман. Фермăран мĕнле ывăнса таврăнсан та килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе пуçтарнă, çемье валли каçхи апат хатĕрленĕ хыççăн тĕрлеме ларнă. Халĕ те Светланăн алă ĕçĕ туман кунĕ иртмест: тĕрлет, тутăрсем çыхать. Çак çулсенче çынсене те мĕн чухлĕ япала тĕрлесе, çыхса паман пулĕ. Вăхăтне епле çитерет? Черновсем ялти ытти çынсем пекех çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ. Самаях пысăк çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кил хуçи нумай çул тăван хуçалăхра механизатор пулса тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çỹреме тивнĕрен килти нумай ĕç Светлана çине тиенет. Гурий Ивановича лайăх мăшăр пỹрнĕ, мĕншĕн тесен хăй ялан килте тăмасть пулин те, нихăçан та Светланăран ĕлкĕрме çук ĕç нумай тесе ỹпкелешсе калаçнине илтмен вăл. Пачах тепĕр майлă, мăшăрĕ кашни кунхи ĕçе хавхаланса пурнăçлать. _ Çыншăн мар, хамăршăн пурăнатпăр. Ĕçлемесен ырлăх-пурлăх ăçтан пултăр? _ тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Ашшĕ-пе амăшĕ ырă ятлă, ĕçчен пулнипе ывăлĕпе хĕрĕ те ура çинче çирĕп тăраççĕ, пурлăхлă пурăнаççĕ... ...Çуткỹлĕнче пурăнакан Валерий Волков алă ăсти те хăйĕн ĕçĕпе савăнать. Кил-çуртра кирлĕ тĕрлĕ япаласене йывăçран касса кăларассипе кăсăкланать вăл. Çак ĕçе вăл ятарласа вĕренмен пулсан та унра ал ăсти пултарулăхĕ пысăк. Çакна ялти культура çуртĕнче ятарласа йĕркеленĕ выставкăри ĕçсемпе паллашнă хыççăн та çирĕплетсе палăртма пулĕ. Валерий Александрович ĕçе тĕплĕн, юратса пурнăçланине таврари ялсенче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Çавна май унран килти хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ япаласене йывăçран ăсталаса пама ыйтакансем сахал мар. Ăстаçă çынсен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшать. Валерий Александрович ывăлĕсем те хăйĕнчен вĕренсе, курса ĕçе хăнăхса ỹснипе кăмăллă. Улттăмĕш класра вĕренекен Дима шкулта йĕркеленĕ алă ăстисен выставкинче пултарулăхĕпе палăрнă. Пиччĕшне курса Петя шăллĕ те хавхаланать, хальлĕхе вăл виççĕмĕш класра анчах вĕренет...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика