31 марта 2010 г.
Эпĕ _ водитель. Тухса çỹремелли ĕç пулнăран яланах çул çинче темелле. Анчах кирек мĕнле техника та çĕмрĕлмесрĕр пулмасть. Пĕррехинче, Патăрьел районĕнчи пĕр яла çитеспе, мотор "хĕссе лартрĕ" те ăна васкасах юсамалла пулчĕ. Çийĕнчех автобуспа Патăрьелне çитрĕм те вокзала хирĕç вырнаçнă "Автозапчасти" магазина кĕрсе кирлĕ япаласем пуррине пĕлес терĕм. _ Сирĕн мĕнле машинăччĕ-ха? _ ыйтать сутуçă. _ Классика, "ВАЗ-2106", _ хуравлатăп самаях çуллă, анчах питĕ вăр-вар арçынна. _ Мĕн кирлĕ _ пурте пур. Суйласа парас-и? _ Каçарăр та, манăн çумра укçа сахалрах. Кăштах кĕтĕр-ха, камран та пулин тупса килĕп, _ ăнлантаратăп кăмăллă сутуçа. Вăл мана тинкеререх пăхрĕ те йăл кулса илчĕ. "Ара, эсир пирĕн пата час-часах килетĕр вĕт. Укçи-тенкипе тепринче татăлăпăр. Халĕ моторна юсаттар-ха". Çапла каларĕ те мĕн ыйтнине пĕтĕмпех суйласа пачĕ. Ун хыççăн юсав валли кирлĕ хăш-пĕр инструмен-чĕсене те алăран тыттарчĕ. Каярахпа тин пĕлтĕм: вăл Патăрьелĕнче саппас пайсем сутма тытăннă малтанхи предпринимательсенчен пĕри Адельзян Тимергалиевич Вахитов пулнă иккен. Çавăнтанпа мĕн кирлине яланах унăн лавккинчен туянатăп. Мĕншĕн тесен кунти таварсем пурте паха та шанчăк-лă. Хакĕсем те "çыртмаççĕ" _ таврари ыт-ти магазинрисенчинчен самаях йỹнĕ. _Эпир мĕн пур тавара тенĕ пекех тỹрремĕ- нех заводран кỹрсе килетпĕр. Çавна пула вĕсем йỹнĕрехе лараççĕ, çитменнине туянакансене яланах гаранти паратпăр. Клиентсене (уйрăм çынсене кăна мар, предприятисемпе организацисене те) тавара кивçен илме те, алăри укçапа та, куçарса парса татăлма та майсем туса панă. Çавна май пирĕн пулăшупа Патăрьелсем кăна мар, Елчĕксемпе Шăмăршăсем те, таврари ытти ялсенчи техника тытакансем те усă кураççĕ. Эпир кирек кама та хавас. Кирек мĕнле маркăллă автомашина валли те саппас пайсем кỹрсе килетпĕр. Паян лавккара пулмасан заявкăпа мĕн кирлине темиçе кунтанах тивĕçтеретпĕр. Унăн сăмахĕсене Александр Ложковпа Ринас Вахитов çамрăк сутуçсем те (вĕсем кунта саккăрăн ĕçлеççĕ) çирĕплетрĕç. Манăн, вĕсен пулăшăвĕпе пилĕк çул ытла усă кураканăн, автомобилистсене паха таварпа туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшакан туслă коллектива тав тăвасси кăна юлчĕ. Ỹкерчĕксенче: А.Вахитов тата А.Ложковпа Р.Вахитов.