31 марта 2010 г.
Яманчỹрел карьерĕ ялăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Унта карбонатлă тăпрасем: известь, доломит кăлараççĕ. Карьер вырнаçнă çĕрте малтан самай çỹллĕ тỹпем пулнă. Ун тăрринче нимĕнле ỹсен-тăран та çитĕнмен, çавăнпа ăна Лысогорск карьерĕ тенĕ. Лысогорск карьерĕн лаптăкĕ _ 20,6 гектар. Ăна 1960 çулта "Татнефтегазразведка" тресчĕн геологи экспедицийĕ известь тупас тесе тĕпченĕ. 1966 çулта кунта Сельхозтехникăн Елчĕкри уйрăмĕ карьер уçнă, известь кăларма пуçланă. 1970-1973 çулсенче Лысогорск карьерне Çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсем кăларакан завода чĕр таварпа тивĕçтерес тата стройкăсем валли известь, йỹçĕхнĕ çĕрсене сапма известь çăнăхĕ хатĕрлес тĕллевпе тĕпченĕ. Известь запасĕсене тата унăн пахалăхне палăртнă. Карьер валли 22 гектар çĕр уйăрнă. Известь кăларма палăртнă вырăнти пуянлăх 26 çула çитмелле. 1985 çулта карьер 175 пин тонна известь çăнăхĕ кăларма пултарнă. Çавăн пекех кунта вак чул кăлараççĕ, извеçе тата вак чула Чăваш Республикин нумай районне сутаççĕ. Известь тĕш тырă тухăçне ỹстерме пулăшать. Хальхи вăхăтра та карьер тухăçлă ĕçлет. Герман Аркадьевич Петров коллектива ăнăçлă ертсе пырать. 2008 çулта известь çăнăхне 62862 тонна, 68222 тонна вак чул, çав шутран 24826 тонна вак фракци туса кăларнă, плана 114 процент пурнăçланă. 2009 çулхи кăтартусем те пысăк. Предприяти çĕнĕ техника туянасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Карьер территорийĕнче уйрăм сыхласа упрамалли çут çанталăк палăкĕ те пур. Вăл Лысогорск карьер пуянлăхĕн çурçĕр_хĕвел анăç пайĕ. Лаш Таяпа ял администрацийĕн территорийĕнче 0,6 гектар лаптăк йышăнать вăл. Çакăн пек пуянлăх _ çĕр айĕнчи авалхи чул тĕсĕсем _ Урал тăвĕ таран урăх ниçта та çук. Лысогорск карьерĕн çут çанталăк палăкĕ пысăк хаклава тивĕçлĕ. Ăна йĕри-тавра тирпейлĕ карта тытса çавăрнă. Ун çывăхĕнчи пурлăха кăлармаççĕ. Çакна çут çанталăк палăкне сыхлас, упрас тĕллевпе тăваççĕ. Экскурсие пырса курма, тĕпчев ĕçĕсем тума чармаççĕ. Паллах, малтан предприяти администрацийĕпе калаçса татăлмалла. Карьер çакăн пекех ĕçлесе пырсан тепĕр 5 çултан карбонатлă тăпрасене шыв айĕнчен кăлармалла пулать, мĕншĕн тесен çиелти пуянлăх пĕтсе пырать.