31 марта 2010 г.
Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта спартакиада программипе тĕрлĕ ăмăртусем пыраççĕ. Нумаях пулмасть шкулта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. 5-9-мĕш классенчи пур ача та йĕлтĕр çине тăчĕ. 5-7-мĕш классенчи хĕр ачасем хушшинче Настя Родионова (7-мĕш класс), Юля Козлова (6-мĕш класс), Кристина Садовникова (7-мĕш класс) мала тухрĕç. Арçын ачасем хушшинче икĕ çухрăмлă дистанцире Вадим Головина çитекенни пулмарĕ. Виктор Ивановпа (7-мĕш класс) Владимир Орлов (5-мĕш класс) малти вырăнсенче. 8-9-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăнта Олеся Ильина. Диана Петрова (8-мĕш класс), Настя Головина (9-мĕш класс) финиша иккĕмĕш тата виççĕмĕш çитрĕç. 8-9-мĕш классенчи арçын ачасен тупăшăвĕ те питĕ хĕрỹ иртрĕ. Малти вырăна Федор Ярославлев (9-мĕш класс) тухрĕ. Сергей Титов (8-мĕш класс), Саша Ласточкин (9-мĕш класс) çĕнтерỹçĕрен кăшт каярах результат кăтартрĕç. Шкулта иртекен спорт тупăшăвĕсем районти ăмăртусенче те палăрма пулăшаççĕ. Кĕçĕн Таяпари шкулта иртнĕ районти "Йĕлме йĕлтĕр" ăмăртăвĕнче Кĕçĕн Таяпасем те палăрчĕç. Вадим Головин 67 арçын ача хушшинче пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн шăллĕ Ваня 4-мĕш класри арçын ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Юлия Козлова (6-мĕш класс) та иккĕмĕш вырăнта. Кăçал тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçлă ăмăртакан Шăмалак шкулĕн йĕлтĕрçисем çак турнирта та палăрчĕç. Светлана Сергеева (4-мĕш класс), Роман Романов (4-мĕш класс), Надя Чернова (6-мĕш класс) тĕрлĕ дистанцисенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Родион Романов (6-мĕш класс) призерсен йышне кĕчĕ. Унсăр пуçне Чăваш Тăрăм шкул командинчи Марина Кузнецова (4-мĕш класс), Алина Алексеева (6-мĕш класс), Руслан Дергачев (6-мĕш класс), Эдуард Миронов (6-мĕш класс, Энтепе шкулĕ), Карина Маркова (3-мĕш класс, Патреккел шкулĕ) малти вырăнсене тухрĕç. Çулсерен йĕркелекен "Йĕлме йĕлтĕр" районти ăмăрту 3-4-мĕш тата 5-6-мĕш классенче вĕренекен 170 ытла ачана пуçтарчĕ.