31 марта 2010 г.
Иртнĕ шăмат кун тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче ентешĕмĕрĕн _ Чăваш Республикин халăх артисчĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн И.Христофоровăн юбилей каçне халăх йышлă пухăннă. Çак ятпа кунта пысăк концерт йĕркеленĕ. Унта юрăçăн республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тус-юлташĕсем, унăн пултарулăхне кăмăллакансем пуçтарăннă. И.Христофорова Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова (вăл Иван Ивановича Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн тата Культура министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланă), Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи О.Викторов тата ытти çынсем саламланă. Салам сăмахĕсем çумне Елчĕк район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова ертсе пынă делегаци те хутшăннă. _ Иван, Вячеслав, Ваня Христофоровсем Чăваш Республикин ырă ятне çак виçĕ пăхаттир евĕр çĕклесе тăччăр, _ тенĕ вĕсем ентешĕмĕре "Виçĕ пăхаттир" картина парнеленĕ май.