Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме

31 марта 2010 г.

 Пирус туртнин сиенĕ, вăл çемье енчĕкне самаях пушатни пирки пĕлмен çын çук та пулĕ. Анчах çак киревсĕр йăла-йĕркерен ниепле те хăпса пĕтейместпĕр. Пирус туртнинчен хăтăлас енĕпе йĕркеленĕ республикăри иккĕмĕш форумра çакăн пек цифра илсе кăтартрĕç: пĕлтĕр республикăра пурăнакансем пирус изделийĕсем туянма 5 миллиард тенкĕ тăкакланă. Çак укçапа темиçе бассейн е витнĕ каток туса лартма пулать. Республикăри форума тĕрлĕ районсенчен ертỹçĕсем, медицина работникĕсем, учительсем, çамрăксем йышлă пуçтарăннă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров форума хутшăнса çакна палăртрĕ: "Пирус туртакан çынсем нихăçан та модăра пулман, пулмаççĕ те. Ăслă çынсем табак промышленноçне хăйсен çĕршывĕсенчен хăваласа кăлараççĕ. Пурнăçа ăнтарса пыракансем пирус туртмаççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ". Республикăри форумра Чăваш Республикинчи социаллă тата культура программисене пулăшакан фонд президенчĕ Л.Смирнов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăха сыхлас, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ О.Зайцева, педагогсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем пирус туртнин сиенĕ, сывă пурнăç йĕркине сарасси пирки витĕмлĕн тухса калаçрĕç, пирус туртман территорисем туса хунин опычĕпе паллаштарчĕç. Çĕмĕрле районĕн пуçлăхĕ В.Мурашкин малашне хăй пирус туртма пăрахасси çинчен пĕтĕм халăх умĕнче пĕлтерчĕ. Форумра пирус туртнине хирĕçле коалици туса хучĕç. Ăна республика Президенчĕ Н.Федоров ертсе пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика