Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлăха çỹреме чарнă

31 марта 2010 г.

 Çурхи шыв-шур тапхăрĕнче автомобиль çулĕсене тата ытти сооруженисене ванассинчен сыхласа хăварас, автомашинăсене чăрмавсăр çỹретес тĕллевпе район пуçлăхĕ Н. Миллин йышăну кăларнă. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 7-мĕшĕччен вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсем çинче транспорт хатĕрĕсене кашни пĕр ось çине 5 тс, икĕ осьлă тележка çине 4 тс, виçĕ осьлă тележка çине 4 тс тивекен тиевпе вăхăтлăха çỹреме чарнă. Заводсенчен тата базăсенчен çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем, тракторсем, ял хуçалăх машинисем, медицина тата ветеринари препарачĕсем, апат тата апат çине хушакан япаласем, вăрлăхсем, минераллă удобренисем, ял хуçалăх машинисене юсамалли пайсем, ăратлă выльăхсем, тырă, хăвăрт пăсăлакан продуктсем кỹрсе килме, коммуналлă тата йăла предприятийĕсем, халăх валли топливо турттаракан транспорт хатĕрĕсене çỹретме пропусксем тỹлевсĕр памалла. "Специальная _ жидкий азот", "Аварийная служба", "Техпомощь" паллăсемлĕ, заводсенчен илсе килекен çĕнĕ, почта тата ытти çыхăнăвăн, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме хутшăнакан автомашинăсемпе транспорт хатĕрĕсене çак йышăну пырса тивмест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика